Элĕк районĕ: Юлǎш ял халǎхě ял сǎри уявне туса ирттернě

Кирек хǎш халǎх та сǎмахǎн асамлǎ хǎватне авалтанах ěненсе пурǎннǎ. Паянхи кун та Чǎваш Сурǎм ял тǎрǎхне кěрекен Юлǎш ял халǎхě ěлěкхи йǎла-йěркене тытса пырать. Кашни çулах çу уйǎхěн 22- мěшěнче ял-йыш пуçтарǎнса ял сǎри ирттерет, пǎтǎ çиет. Ватǎ çынсем чиркěве кайса Турǎран ырǎ пурнǎç, тырǎ-пулǎ, апат-çимěç туса илме çумǎр, ырǎ çанталǎк, усал-тěселсене аякка сирме ыйтаççě. Ялта вара уя тухса парне параççě, кěл тǎваççě.

       Клуб умне пухǎнса пǎтǎ çиеççě, сǎра ěçеççě. Клуб директорě  Валентина Иванова халǎха пěрле пухма яланах хавас. Çавǎн пекех ялти Юлия Васильева, Зоя Петрова, Елена Орлова,              Галина Данилова, Еликонида Порфирьева йǎла-йěркене çирěп тытса пыраççě.

Уява ваттисемпе пěрлех ачасем те хаваспах хутшǎнаççě.



23 мая 2013
13:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter