Кăтартусем курăмлă, малашлăх уçăмлă

Район центрĕнчи капмар суту-илÿ çуртне районта пурăнакансем кĕрсе курнах ĕнтĕ, чылайăшĕ, паллах, тавар та туяннă. Çак суту-илÿ çурчĕ ĕçлеме пуçланăранпа май уйăхĕн 30-мĕшĕнче шăп та лăп 30 çул çитет. 1983 çулта район Совечĕн ĕçтăвкомĕ район центрĕнче хăпартнă икĕ хутлă Универмага хута яма акт çирĕплетнĕ. Пысăк универмаг ĕçлеме пикенни ăна уçакансемшĕн çеç мар, уйрăмах район çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнă, çĕнĕ объекта вĕсем пысăк хавхаланупа кĕтсе илнĕ.

Универмага хута яма вара çăмăлах пулман иккен, апла пулин те çÿлте тăрăшакансем пуç усман, çанă тавăрсах ĕçленĕ. Çĕнĕ оборудовани, витринăсем туяннă, тавар турттарнă.

«Малтанах универмаг паянхи налук инспекцийĕ вырăнĕнчеччĕ, каярах ăна хальхи «Весна» ресторанăн пĕрремĕш хутне куçарчĕç. 1983 çулта икĕ хутлă универмага хута ячĕç. Тĕлĕнмелле пысăк ĕç пулчĕ вăл. Уйрăмах райпо правленийĕн председателĕ Василий Демьянович Тумаланов, Чăвашпотребсоюзăн строительство управленийĕн прорабĕ Владимир Леонтьевич Романов йĕркелесе, ертсе пыни ĕçе хăвăртрах вĕçлеме май пачĕ. Çĕнĕ универмагра тĕрлĕ уйрăмсенче тин çеç вĕренсе тухнă хĕрсем ĕçе пикенни халĕ те куç умĕнчех. Унтанпа 30 çул сисĕнмесĕрех иртрĕ. Çак вăхăтра универмаг, халĕ Суту-илÿ çурчĕ, палăрмаллах илемленчĕ, тавар ассортименчĕ пуянланчĕ», — тет потребкооперацин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Мария Ивановна Самарина. Вăл 1961 çулта райпора тавароведра ĕçе пикеннĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех унта тăрăшнă. 38 çул хушшинче Мария Ивановна тавар туянма вун-вун хулапа района çитнĕ. «90-мĕш çулсене нихăçан та манаймастăп. Ниçта та тавар çук. Таварпа тивĕçтерекен çĕнĕ организацисене шыраса Мускав, Павлово-Посад хулисене çÿрерĕмĕр. Укçа тÿлеме май килмен чухне пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленĕрен, хăйсен таварĕсене укçасăр, кĕтмелле парса яратчĕç. Çав вăхăтра йывăр пулчĕ, анчах та тĕрлĕ май тупса, унтан-кунтан тавар турттарса çаврăнса тухрăмăрах. Клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерес тесе ĕçленĕ. Ку пирĕн тĕп тĕллев пулнă», — тет Мария Ивановна иртнине аса илсе.

«Паянхи суту-илÿ çурчĕ вырăнĕнче чи малтан юхăннă, кивĕ лавккасем ларатчĕç. Вĕсен вырăнне универмагăн икĕ хутлă çуртне хăпартса лартни вăл вăхăтра çав тери пысăк утăм пулнă. Универмага вырнаçтарма тĕрлĕ оборудование пире вагонĕпех Чул хула облаçĕнчи Бор хулинчен кÿрсе килни, вĕсене еплерех пуçтарни халĕ те асрах. Çак ĕçе райпо ĕçченĕсем, сутуçăсем хутшăнчĕç. Кам та пулин пуçтарса парасса кĕтмен. Таварсене лартмалли тĕлĕнмелле хитре, кашни уйрăм валли ятарлă витринăсем тиесе килнĕччĕ ун чухне. Ун йышшисем таврара та пулман», — калаçăва хутшăнать Евгения Анатольевна Карпеева. Универмага уçнă чухне вăл РТП директорĕнче тăрăшнă, вăлах оборудованисене, витринăсене йышăннă, тирпейлесе, пуçтарса лартас ĕçе йĕркеленĕ.

Универмагра таврари ялсенчи, районти çамрăк сутуçăсем: Е.Шатова, Н.Григорьева, Е.Деменкова, Л.Петрова, Н.Свеклова, З.Гаврилова, А.Таборкина, Н.Шакурова, Л.Ерискина, Н.Демина, В.Степанова «Галантерея», «Культтовары», хĕрарăм тата ар çынсен тумтирĕсен уйрăмĕсенче ĕçе пикеннĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ — Надежда Деминапа Валентина Степанова — паянхи кун та Суту-илÿ çуртĕнче тимлеççĕ. 30 çул пĕр ĕçре тăрăшакансем ăçтан, мĕнле, пахалăхлă тавар туянмаллине, клиентсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтермеллине лайăх пĕлеççĕ. Çакна çамрăксене вĕрентсе пыраççĕ.

Чылай çул райпора тăрăшакан тĕп бухгалтер Светлана Федоровна Кокорева çапла каларĕ: «40 çула яхăн тăрăшнă май улшăнусем те, çĕнĕлĕхсем те, чăрмавсем те нумай пулнă. Паян эпир — ура çинче çирĕп тăраканнисенчен пĕрисем. Кашни çулталăках ăнăçлă вĕçлетпĕр. Чи пысăк тупăш параканнисенчен пĕри — Суту-илÿ çурчĕ. Вăл аталанса пынишĕн, çĕнĕлле ĕçленишĕн чун савăнать. Хăй вăхăтĕнче, 90-мĕш çулсенче, йывăр тапхăрта райпо правленийĕ тĕрĕс çул суйласа илсе, универмага сыхласа хăварма пултарчĕ. Çакна ыттисем тăваймарĕç, чылай районта вĕсем саланчĕç, уйрăм çынсен аллисене куçрĕç. Суту-илÿ çурчĕ — паян ăнăçлă ĕçлекеннисенчен пĕри. Район центрĕнче конкурентсем чылай пулин те, вăл хăйĕн клиенчĕсене çухатмасть, вĕсем йышланса çеç пыраççĕ. Мĕншĕн тесен халăх пахалăхлă, лайăх, фабрикăсемпе заводсем кăларакан таварсем ыйтать. Йÿнĕ тавар ăна кăсăклантармасть».

Суту-илÿ çурчĕн малашлăхĕ çутă та ÿсĕмлĕ пултăр.

Пĕчĕк ÿсĕм те хăй тĕллĕн пулмасть, пĕтĕмпех çынсенчен, коллектив тăрăшулăхĕпе çирĕплĕхĕнчен килет.

Суту-илÿре хастар та пултаруллă ĕçченсем тăрăшаççĕ. Вĕсем яваплăха, професси чыслăхне тĕп вырăна хураççĕ, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаççĕ, халăхпа килĕштерсе ĕçлеççĕ. Туянакансене яланах кирлине сĕнеççĕ. Таварсем чăннипех те пахалăхлă пулнине республикăри тата унăн тулашĕнчи предприяти-организацисемпе, фабрикăсемпе, акционерлă обществăсемпе килĕштерсе ĕçлени çирĕплетет. «Чебоксарский трикотаж», «Пике», «Фил», «Яхтинг» ООО-семпе, «Элегант» (Чĕмпĕр), «Элита» УАО-семпе (Çĕнĕ Шупашкар), «Русский брат», «Сказка» (Мускав), «Тофа» (Тула), «Влад» (Шупашкар) атă-пушмак, «Риал», «АС-М» (Волжск), «Салеж», «Сезам» (Ульяновск), «Мир мебели» (Пенза) сĕтел-пукан фабрикисемпе тата икçĕр ытла предприяти-организаципе ĕçлетпĕр. Кĕнекесене «Учколлектортан», Чăваш тата Тутар кĕнеке издательствисенчен илсе килетпĕр. Вĕсем пире таварсемпе яланах вăхăтра тивĕçтереççĕ, кунта чăрмав çук. Эпир хамăр та, клиент пысăк тавар туянчĕ пулсассăн, ăна çийĕнчех вырăна тÿлевсĕрех кÿрсе паратпăр. Çавăн пекех таварсене кредитпа сутатпăр. Пысăк уявсенче таварсене тăтăшах йÿнететпĕр, унпа пĕрлех выляв лотерейисем йĕркелетпĕр. Унсăр пуçне тăвансене, юлташсене, çывăх çынсене парнелеме 500, 1000, 3000, 5000 тенкĕлĕх сертификатсем пур. Çак майсене, çăмăллăхсене тавар туянакансен кăмăлне, ыйтăвĕсене тивĕçтерес тесе йĕркеленĕ.

Суту-илÿ çурчĕ хăй тăрăшуллă, пахалăхлă ĕçленипе çеç çырлахмасть, ыттисене пулăшса пырас тĕллевпе малалла утать. Çавна май районти ялсенчи магазинсене тĕрлĕ таварпа тивĕçтеретпĕр. Вĕсем пире заявка параççĕ е ертÿçисем кирлĕ тавара хăйсем суйлаççĕ.

Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри — суту-илÿ тытăмне паянхи пурнăç условийĕсемпе килĕ-шÿллĕн йĕркелесси, ĕçлеме, тавар туянакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме лайăх майсем туса парасси. Кулленхи ĕçре мана яланах райпо совечĕн председателĕ Е.И.Карпеев, правлени председателĕ Л.А.Сорокина, тĕп бухгалтер С.Ф.Кокорева тĕрлĕ сĕнÿ-канаш параççĕ. Аслисен пулăшăвĕ темрен те паха, вĕсене тавах.

Ирина КОЧАНОВА.

«2003 çулта райпо совечĕн йышăнăвĕпе хăйĕн тупăшĕпе тăкакĕсене саплаштаракан организаци — «Суту-илÿ çурчĕ» ООО туса хума йышăннă. Унта паян пин-пин тĕрлĕ тавар, пĕр сăмахпа каласан, йĕпрен пуçласа мотоблок таранах, сутаççĕ. Суту-илÿ çуртĕнче «Сĕтел-пукан», «Галантерея», «Тумтир», «Кĕнекесем», «Культтовары» уйрăмсем, кафе ĕçлет. Коллектива 9 çул Ирина Васильевна Кочанова, райпо тытăмĕнче 21 çул ĕçлекенскер, ертсе пырать. Вăл — паха опытлă специалист, Шупашкар хулинчи коопераци техникумĕпе институтĕнче вĕреннĕ, товаровед профессине алла илнĕ. Ирина Васильевна ăçтан, епле тавар туянмаллине, çынсене мĕн кăсăклантарнине лайăх пĕлет.

Аслă пĕлÿллĕ, пултаруллă та маттур, мал ĕмĕтлĕ, пуçаруллă ертÿçĕне ĕçри ÿсĕмсемшĕн 2010 çулта «Российăри кооперацин чи çамрăк лидерĕ» паллă парса чысланă. Вĕсем çулран-çул курăмлăрах та ÿсĕмлĕрех тăрăшаççĕ, çакна цифрăсем çирĕплетеççĕ. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул унта ĕçлекенсем халăха 2011 çулхипе танлаштарсан 8 миллион тенкĕлĕх е 111 процент ытларах тавар сутнă. Кунта тăрăшакансем вăтамран уйăхсерен 13950 тенкĕ ĕç укçи илеççĕ. Унпа пĕрлех, суту-илÿ çурчĕ кунта ĕçлекен кашни çын пуçне патшалăх хыснине çулталăкра 128 пин те 840 тенкĕ налуксемпе тĕрлĕ тÿлевсем хывать.(Каçал ен районĕ)



23 мая 2013
08:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter