Шупашкарта сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль

Шупашкарта сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль Чăваш наци библиотеки «Сахал йышлă халăхсен фильмĕсем» ятарлă программа лапамĕ пулса тăнă. Шăпах çакăнта иртрĕç те Саха-Якут, Ханты-Манси режиссерĕсен ĕçĕсем.  Виçĕм кун вара Ханты-Манси округĕнчи Мегионран килнĕ Анастасия Юсубовăн «Гаснущий очаг» ĕçĕпе паллашрăмăр.

Тӳрех каламалла: асăннă ĕç илемлĕ фильм шайне çĕкленеймен, режиссер хăй палăртнă тăрăх вăл - «Гаснущий очаг» спектаклĕн телеверсийĕ. Ăна хант çыравçин Ермей Айпинăн «У гаснущего очага» кĕнекине тĕпе хурса ӳкернĕ. Вырăс режиссерне тата вырăс актерĕсене хантсен пурнăçĕ пирки сăмах тапратма мĕн хистенĕ-ши?

Революцин тата граждан вăрçин вут-çулăмĕ Раççейри миллион-миллион çын шăпине татнă, пин-пин çемье тытса пынă пурнăç йăли-йĕркине тĕпрен «çавăрса» çапнă. Çак «пушар» хăшĕшĕн çĕнĕ самана пуçламăшĕн палли шутланнă, теприсемшĕн - аваллăх тымарĕн татăлăвĕ. Пысăк тĕнчерен аякра, хăй тĕллĕн çĕр-çĕр çул тайгара тĕпленсе пурăннă хант халăхне те пырса тивнĕ çак инкек. Советсем «Пирĕнпе мар тăк - пире хирĕç!» чĕнĕвне тĕпе хурса çĕнĕлле пурăнма хистени мĕн патне илсе çитернине яр уççăн сăнланă Анастасия Юсубова режиссер.

Анастасия Ивановнăпа хăйĕнпе сăмахласа илме те май пулчĕ.

_ Сахал йышлă халăхсен хăйсен цивилизацийĕ, - çапла пуçларĕ вăл калаçăва. - Ăна нимĕнпе танлаштарма, ылмаштарма çук. Çав тĕнче курăм, йăла-йĕрке, кăмăл-шухăш пĕтĕмпех çут çанталăкпа çыхăннă. Вăл унпа килĕшӳре пурăнасшăн.

Паянхи цивилизацишĕн, глобализацишĕн çакă- пĕлтерĕшлĕ пысăк урок, тĕслĕх.

- Сирĕн тĕслĕхе тĕпе хурса сахал йышлă халăхсен кун-çулне тĕпчекен йышлă-и?

_ Манăн шухăшăмпа - вĕсене çапла тума наянлăх чăрмантарать. Питĕ нумай пĕлмелле, çапла пултăр тесен вуламалла, вуламалла, архивсенче чакаланмалла. Эпĕ, сăмахран, Ермей Айпинăн кĕнекипе çеç çырлахса ларман, хам тĕллĕн тата тĕпченĕ. «У гаснущего очага» произведени совет влаçĕн çулĕнче пичетленнĕ. Çав самана ăна ырласа йышăнмарĕ. Çапах та хама çирĕп çак тĕллеве лартрăм: кĕнекен иккĕмĕш пурнăçĕ пулмаллах!

- Вырăнти тĕп халăхсем сыхланса юлнă-и, хăйсен йăли-йĕркине тытса пыраяççĕ-и?

- Темиçе вырăнта пур. Вĕсем, телее, авалхи йĕркесене пăхăнаççĕ. Халĕ, туризм индустрийĕ аталанма пуçланă май, çакскерсене ятарласах пулăшаççĕ. Пĕтме памаççĕ тесен тĕрĕсрех пулĕ.

- Шупашкар килĕшрĕ-и?

- Кунта пĕрремĕш хут, çапах та ăна тахçанах пĕлнĕн туйăнать. Çыннисем кăмăллă, чуна çывăх. ( Надежда Смирнова).

 



24 мая 2013
17:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter