Чăваш наци радиовĕн эфирĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тÿрĕ лини иртрĕ

Паян, çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче 12 сехетре Чăваш наци радиовĕн эфирĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа "тӳрĕ лини" иртрĕ.  Икĕ сехете яхăн тăсăлнă калаçура Михаил Васильевич республикăра тата унăн тулашĕнче пурăнакан радио итлекенсен 30 ыйтăвĕ çине хуравлама ĕлкĕрчĕ. Хула çыннисене ытларах пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри ыйтусем пăшăрхантарни паллă: çуллахи вăхăтра хваттерсене вĕри шывпа тивĕçтересси, граждансене кивелсе çитнĕ çурт-йĕртен куçарасси, нумай хваттерлĕ çуртсенче энергоресурссемпе мĕн чухлĕ усă курнине палăртакан приборсем вырнаçтарасси тата ытти те. Канаш, Комсомольски, Вăрнар, Вăрмар, Çĕрпỹ, Красноармейски, Элĕк районĕсенче пурăнакансене чи малтанах ял урамĕсенче çул-йĕр тăвас ыйтусем канăçсăрлантараççĕ. Çавăн пекех "Ĕç ветеранĕ" ят панă чух ĕç стажĕн çулĕсене пĕчĕклетес, муниципалитетсене пĕрлештерес, ача сачĕсен воспитателĕсен шалăвне ỹстерес, "Промтрактор-вагон" заводăн, Етĕрнери спирт завочĕн шăписемпе çыхăннă ыйтусене те хускатнă. "Тỹрĕ лини" ирттерес умĕнхи икĕ эрнере пурĕ 900 ытла ыйту йышăннă. Халăх çакăн чухлĕ ыйту хускатни вăл республика шăпипе, экономика тата обществăпа политика пурнăçĕпе интересленнине çирĕплетнине, пĕр ыйту та хуравсăр юлмассине палăртнă М.Игнатьев. "Тỹрĕ линие" кĕреймен ыйтусем çине министерствăсемпе ведомствăсен, муниципалитетсен ертỹçисем, тĕрлĕ специалистсем чăваш наци радиовĕнчи "Тема дня", "Социальный вопрос", "Тĕплĕ калаçу", "Ялтан яла", "Çивĕч ыйту" передачăсенче хуравлĕç тата çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕсенче çутатĕç.

 



27 мая 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter