Муркаш районĕ: Тăван çĕр-шыва хӳтĕлеме шанатпăр

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче 1945 çулта çĕнтерӳ тунă кун пирĕнтен инçерех те инçерех юлса пырать. Анчах та çак куна, ăна мĕнле çĕнсе илме пултарнине çамрăк ăру та асра тытма тивĕç. Çакна çеç те мар, чăн-чăн арçын çĕр-шыва хӳтĕлеме тивĕç пулнине те. Муркашра иртнĕ призывник кунĕнче шăпах çакăн пирки калаçрĕç, Аслă Çĕнтерĕве халалласа призывниксен спартакиади те «Çĕнтерӳшĕн!» ятпа иртрĕ.

Муркашри Сергей Иванов, Мăрсакри Дмитрий Пушкин, Тренккăри Александр Семенов, Кашмашри Дмитрий Данилов тата Çĕньял Апашри Алексей Ниткин  çара кайма алла повестка илчĕç. Вĕсем тĕрлĕ чаçсене лекĕç, анчах та призывник кунĕнче пĕлтернĕ тăрăх пирĕн районти яшсенчен ытларахăшĕ службăна Раççейĕн тĕп округĕнче ирттерĕ, пысăках мар пайĕ – Хĕвел тухăç енче.

Пирĕн районта çуралса ӳснĕ çамрăксен тĕслĕх илмелли паттăрсем сахал мар: Совет Союзĕн Геройĕсен, Афган вăрçине хутшăннă салтаксен хастарлăхĕ яшсене, паллах, хавхалантармалла. Евгений Борисовпа Николай Смирнов Раççей Геройĕсен паттăрлăхĕ вара – хальхи вăхăтри паттăрлăх. «Çавăнпах пулĕ Муркаш яшĕсем çарта дисциплина енчен хăйсене яланах тивĕçлĕ тытаççĕ. Çар чаçĕсенчен пирĕн пата çитекен Тав çырăвĕсем те çакнах çирĕплетеççĕ. Эсир те çарта йĕркелĕхпе, ответлăхпа палăрса тăрассине шанатпăр», – салам сăмахĕсемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев çакна та палăртса хăварчĕ.

Салтакра пулнă нумай яш каланă тăрăх пĕр çуллăха ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен тухни – пурнăçри чи пĕлтерĕшлĕ тапхăрсенчен пĕри. «Службăра тăнă чух командирсем вĕрентсе пынине пĕтĕмпех ăнланса, астуса юлма тăрăшăр. Çар ĕçне чăнласа вĕренĕр. Пурнăçра питĕ кирлĕ пулать. Тепĕр чух темиçе хутчен ыйтма та ан ӳркенĕр, анчах та хушнă ĕçе кирлĕ пек пурнăçлăр. Çак пĕр çулталăк сирĕн пурнăçра «чĕрсе пăрахнă» çулталăк мар, пĕлтерĕшлĕ тапхăр пултăр», – Афганистанри хĕрӳ çапăçусене хутшăннă С. Ошевăн чĕререн тухакан сăмахĕсене призывниксем тен çак самантрах туллин ăнланмарĕç пулсан та, вĕсен пĕлтерĕшне таçта шалта туйрĕçех пулĕ.

Спартакиада пĕтĕмлетĕвĕпе спортăн тĕрлĕ енĕпе палăрнă призывниксене район администрацийĕн вĕренӳпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова тата Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕн пуçлăхĕ А. Кочуров дипломсем парса чысларĕç, салам сăмахĕсемпе пĕрлех çамрăксене район администрацийĕнчен парнесем те пачĕç.

Александр Кочуров пирĕн район яшĕсене пĕрремĕш хут çара пĕлтĕр çуркунне ăсатнăччĕ, ку призыв уншăн виççĕмĕш. Çак призыври çамрăксен сывлăхĕ малтанхи призывран çирĕпрех пулни, ку тĕлĕшпе пирĕн районти вăтам кăтарту республикăринчен пысăкраххи кăмăла хăпартнине пĕлтерчĕ вăл. Аслă пĕлӳ илнĕ çамрăксем те хăйсен ирĕкĕпе çара кайма килĕшеççĕ мĕн. Ку тĕрĕс, паллах. Александр Алексеевич çартан хăрама кирлĕ маррине питĕ уççăн ăнлантарса пачĕ: «Чăнах та Совет Союзĕ арканнă тапхăрта çар пирки унта йĕркесĕрлĕх хуçаланни тата амăшĕсен куççулĕ витĕр кăна кăтартса панă. Халĕ вăл вăхăт хыçа юлчĕ ĕнтĕ, урăх саманара пурăнатпăр, хăрамалли нимĕн те çук. Хĕрӳ лару-тăруллă вырăнсене те çара контракт мелĕпе кайнисене çеç яраççĕ».

Кăмăл пулсан, çар ĕçĕ килĕшсен контракт çырма та шикленмелле мар. Хăшĕсем çартан таврăнсан ниçта ĕçлемесĕр ӳсĕр çапкаланса çӳренине те куратпăр. Тен хăй çуралса ӳснĕ ялта малашлăх йĕркеллĕ пуласси шиклентерет пулсан салтакăн шăпах çарта юлса малтан ура çине çирĕппĕн тăмалла та каярах таврăнмалла; Кашнин хăйĕн ирĕкĕ, паллах. Анчах та Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси чăн-чăн арçын тивĕçĕ пулнине манмалла мар, малашлăх пирки те тĕплĕн шухăшламалла.

 



27 мая 2013
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter