Кăçал Чăваш Енре вун пĕрмĕш класран 7,5 ытла пин, тăххăрмĕш класран 11,5 ытла пин çамрăк вĕренсе тухрĕ

Республикăри шкулсенче нумай çул каяллах йăлана кĕнĕ "Юлашки шăнкăрав” уяв иртрĕ. Хăш-пĕр шкулта ку мероприяти çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче пулчĕ. Паллах, шкул пĕтерекен çамрăксемшĕн чуна хумхантаракан, вун пĕрмĕшсемшĕн вара шăнкăрав юлашки хут хăш кун янăрани пĕлтерĕшлех те мар пулĕ. Чи кирли - вĕсем çак кун хăйсем ачалăхпа сыв пуллашса çитĕннĕ çынсен йышне кĕнине туйса илни. Кăçал Чăваш Енре вун пĕрмĕш класран 7,5 ытла пин, тăххăрмĕш класран 11,5 ытла пин çамрăк вĕренсе тухрĕ. Чылайăшĕ пулас утăмĕсене палăртса хунă та ĕнтĕ. Тăххăрмĕшсен пĕр пайĕ тăван шкултах малалла пĕлÿ илĕ. Хăшĕ-пĕри училище-колледжа çул тытĕ. Вăтам шкул аттестатне илнисем те аслă шкулсемпе колледжсенче специальноç илме пултараççĕ. Хальлĕхе вара вĕсен шкулта пухнă пĕлĕве тĕрĕслевре кăтартса памалла. Вун пĕрмĕш классен Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытмалли тапхăр çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланать. Çак кун вĕсен вырăс чĕлхипе экзамен пулать. Юлашки - çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче, математикăпа. Тăххăрмĕшсен вара патшалăхăн пĕрремĕш пĕтĕмлетӳ аттестацийĕ çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче математикăпа иртĕ. Экзаменсене хатĕрленекен вĕренекенсем кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те, педагогсем те хумханаççĕ паллах. Аслисене ачасен пуласлăхĕ уйрăмах шухăшлаттарать. Ашшĕ-амăшĕ те, учительсем те вĕсем пурнăçра тивĕçлĕ вырăн йышăнасса, шкулта илнĕ пĕлӳ, воспитани ăнăçу çулĕпе утма пулăшасса шанаççĕ. Юлашки шăнкăрав уявĕнче çамрăксем ырă сунса каланă сăмах сахал мар илтĕç. Çак савăнăçлă, çав вăхăтрах хурлануллă кунхи мероприятие вĕсемпе пĕрле учительсем, ашшĕ-амăшĕ, влаç тата саккун кăларакан органсен, общество, организаци-предприяти представителĕсем, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем хутшăнчĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти 19-№ лĕ шултан вĕренсе тухнă ачасене палăртнă уяв ячĕпе çитсе саламланă. Вĕренӳре маттуррисене ырласа, вĕсене вĕрентекенĕсене ĕçре малалла та ăнăçусем туса пыма сĕннĕ. Урăммăн палăрнисене Хисеп хучĕсем парса чысланă.  Вĕсен пилĕ шкул пĕтерекен çамрăксене çитессе, паянхи ăрăвăн çĕр-шыв, тăван халăх умĕнчи тивĕçне туллинрех ăнланса илме пулăшасса шанас килет. Пурте эпир шкулта вĕреннĕ, куллен шăнкăрав сассипе класа кĕнĕ, унăн сассипех тăхтава тухнă, юлашки шăнкăрав сассине итлесе юратнă учительсемпе сыв пуллашмалли вăхăт çывхарса çитнишĕн пăшăрханнă. Паян вара пирĕн ачасемпе мăнуксемшĕн те çак самант çитрĕ. Уяв тумне тăхăннă çамрăксем ял-хула урамĕсене илем кӳчĕç. Хĕр ачасем йăлана кĕнĕ тăрăх аслăрах ăрурисен шкул формипе - хăмăр кĕпепе тата шурă саппунпа - пулчĕç. Чечек пекех хитрескерсем чечек çыххисем çĕклесе утрĕç. Эпир вĕсем çине тивĕçлĕ ăру çитĕннине палăртса савăнса пăхăпăр. (Алина Лукиянова). Тĕплĕнрех



27 мая 2013
11:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter