«Пиллĕк» илнисене хавхалантарчĕç

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2013» акци çĕнтерÿçисене чысларĕç. Диктанта «пиллĕклĕх» çырнисене асăнмалăх парне /çав шутра «Хыпартан» - 110/ пачĕç, юрă-кĕвĕпе саламларĕç.

Чи маттуррисене чыслама пуçличчен пĕтĕм чăваш тĕнчишĕн пĕлтерĕшлĕ çак пулăм йĕркелÿçисем унăн тĕп тĕллевĕ тата кăсăклă хăш-пĕр самант пирки калаçрĕç. Çак диктанта илемлĕ чăваш чĕлхине пĕтме парас мар, унăн пуянлăхне çамрăк ăру патне çитерес шухăшпа йĕркелесе ирттернĕ. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер тăван чĕлхе çинчен пурин кăмăлне те тивĕçтермелли текст çырнă. И.Я.Яковлев, Н.В.Никольский, Г.Н.Волков ячĕсене пур чăвашăн та çÿлте тытмаллине аса илтермешкĕн ансат, çав вăхăтрах витĕмлĕ сăмахсемпе усă курнă.

Акци пĕрремĕш хут иртнĕрен йĕркелÿ ушкăнĕ унта нумай çын хутшăнасса кĕтмен иккен. «Аудиторире çыракансем валли малтанласа икĕ пÿлĕм кăна хатĕрлерĕмĕр. Диктант çырас вăхăт çитрĕ те - çынсем килеççĕ те килеççĕ, вĕсене пилĕк пÿлĕме аран шăнăçтартăмăр», - пуçару ăнăçлă иртнишĕн хĕпĕртенине пытармарĕ ЧППУн чăваш филологи факультечĕн деканĕ Е.Андреева чĕлхеçĕ, пĕрлехи диктанта хăй те çырма кăмăл тунăскер.

Чи ăстисем камсем? Йĕркелÿçĕсем çак ыйтăва та хуравларĕç: вĕрентекенсем, журналистсем, артистсем. Тĕлĕнме кирлех мар-тăр: литература чĕлхипе куллен усă кураççĕ-çке вĕсем, тăван халăх культурин шайне çĕклессишĕн тăрăшаççĕ. Диктантшăн лайăх паллă илнисен ÿсĕмне тишкерсен çакă палăрнă: 40-49 çултисем пуринчен тĕрĕсрех çырнă. Пурнăç опычĕ пухнă çынсен чĕлхе туйăмĕ те вăйлăрах эппин.

Акцие шкул ачисем те, 60-70 çулти ватăсем те хутшăнни савăнтарать. Тивĕçлĕ канури çынсене çак ĕçе пурнăçлама никам та хистемен-çке! Вĕсем вара радио умне ушкăнпа пухăнса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ.

Чыславра «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Г.Максимов асăннă пулăм пĕлтерĕшĕ-шайне килес çулсенче татах хăпартмаллине палăртрĕ: «5000 чăваш хутшăнтăрччĕ, çав йышра министрсем, тĕрлĕ тытăмри ертÿçĕ пуласса шанас килет».

Уяв «пиллĕк» илнисем пĕрле сăн ÿкерттернипе вĕçленчĕ.

Ирина ПУШКИНА.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 мая 2013
11:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter