Тĕрĕс çул суйлани пĕлтерĕшлĕ

Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш вăтам шкулта пулнă, «Юлашки шăнкăрав» уява хутшăннă. Шкул пĕтерекен çамрăксене ырă сунма çавăн пекех республикăн вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Çĕнĕ Шупашкар пуçлăхĕ Олег Матвеев тата официаллă ытти çын пынă.

Михаил Игнатьев кăçал республикăра вун пĕрмĕш тата тăххăрмĕш классенчен 19,2 ытла пин шкул ачи вĕренсе тухнине палăртнă. «Чи пĕлтерĕшли - аттестат илнĕ çамрăксем професси тĕрĕс суйлама пултарни. Патшалăх ĕçлес кăмăллă çын тивĕçлĕ ĕçлеме тата ĕç пулăшнипе пурнăç ырлăхĕсемпе усă курма пултартăр тесе пĕтĕмпех тăвать», - тенĕ вăл.

Республика Пуçлăхĕ вĕренÿ заведенийĕн коллективне тухăçлă ĕçшĕн тав тунă, Александр Осокин директора шкула 1270000 тенкĕлĕх вĕренÿ оборудованийĕпе тата учебниксемпе тивĕçтересси пирки çирĕплетекен свидетельство панă. Педагогикăри тата воспитанири çитĕнÿсемшĕн, нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн чăваш чĕлхипе литература учительне Галина Николаевăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тавĕпе, вĕренÿри курăмлă ÿсĕмсемшĕн, хастарлăхшăн вун пĕрмĕш класри Кристина Севриковăпа Ирина Пыхтинăна республика Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе палăртнă.

Савăнăçлă мероприяти вĕçленсен вĕренекенсем, учительсем, хăнасем шкул умĕнчи лапамран пĕлĕтелле «2013 çулхи выпускниксен чĕри» тесе çырнă хăмпă вĕçтернĕ.

19-мĕш шкулта 859 ача пĕлÿ илет. Кăçал тăххăрмĕш класран 70, вун пĕрмĕшĕнчен 23 çамрăк вĕренсе тухать. Шкулта тарăн пĕлÿ илме условисем çителĕклĕ. Кунта пуян информаци уçлăхĕ йĕркеленĕ. Сусăр ачасене инçет вĕренÿ мелĕпе пĕлÿ параççĕ. Кружоксемпе секцисенче ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшаççĕ. Утмăл педагогран вун виççĕшĕ аслă квалификаци категорийĕ илнĕ. Пултаруллă педколлектив çĕнĕлĕхсемпе анлă усă курни ачасене предмет олимпиадисенче, спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнма çул уçса парать.( А.Павлов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
28 мая 2013
17:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter