Сахал йышлă халăхсем - Раççей тĕрекĕ

Лайăххин те вĕçĕ пулать теççĕ. Çаплах-мĕн. Акă Шупашкарта сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль те хупăнчĕ. Ултă кун тыткăнларĕ вăл Чăваш Ен тĕп хулинче, Çĕрпÿпе Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене.

 


Малтан палăртнă пекех унта вун-вун кинокартина кăтартнă, çавăн чухлех актер, режиссер, кинокритик, оператор, продюсер хутшăннă. Çаксенчен ытти çулти пек çĕр-шывĕпех пĕлекеннисем сахалрах пулчĕç пек туйăнчĕ, мĕншĕн тесен çамрăксем ытларах килнĕ. Тепĕр тесен - ку лайăх та: вĕсене пĕлсе пурăнатпăр, куç умĕнче тытатпăр. Çапах та Дмитрий Астрахан, Дмитрий Таланкин, Александр Прошкин режиссерсене, Раççей халăх артистне Иван Краскона, Раççей тава тивĕçлĕ артисткине Татьяна Яковенкона, Александр Пятков, Анатолий Кот, Сергей Фетисов тата ытти артиста пĕлмен çын çук та пулĕ. Акă халĕ çĕнĕ ятсем - Арсений Гончуков, Александра Стреляная, Елена Худякова, Владимир Козлов режиссерсем, Константин Рассолов оператор, Таисия Крамми, Сергей Колешня актерсем тата ытти те - пире çывăх çынсем пулса юлчĕç.

Кинофестивале савăнăçлă лару-тăрура хупма унăн президенчĕ - паллă режиссер, Раççей халăх артисчĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ, «Мосфильм» киностудин генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров хутшăнасса питĕ кĕтнĕччĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин шăпах çав вăхăтра Сочире çĕр-шыври кинорежиссерсене пуçтарчĕ. Калаçу кинематографири çивĕч ыйтусемпе çыхăннă.

Жюри членĕсене те асăнса хăварар. Актерсем вылякан фильмсен конкурсĕн жюрине Раççей тава тивĕçлĕ артистки Татьяна Яковенко ертсе пычĕ. Вăл тата йышри Дмитрий Таланкин режиссер, Ольга Суркова киновед тата Пракаш Шарма продюсер /Инди/ конкурса тăратнă фильмсене /«Доктор», «Все ушли», «Счастливчики 60-х», «Пустой дом», «Море», «День учителя», «Аварийное состояние», «Гольфстрим под айсбергом», «Олимпийская деревня», «Мисс джинсовая Финляндия», «Танец Дели», «1210»/ хак пачĕç.

 

Çĕнтерÿçĕсем

Чыслав шăмат кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ. Актерсемпе режиссерсем, продюсерсемпе операторсем ытти чухнехи пек хĕрлĕ кавир тăрăх утса кĕмерĕç, театр умне те питĕ чаплă, Шупашкарта сайра тĕл пулакан автомашинăпа килсе çитнине асăрхаймарăмăр. Тум енчен те сăпайлăх палăрчĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа уява хутшăнчĕç. Михаил Васильевич кинофестиваль хăнисене саламларĕ. «Фильмсен никĕсĕнче - кăмăл-сипет, ăс-хакăл ыйтăвĕсем. Вĕсем çынсене вăйлă пулма, тĕрĕс пурăнма вĕрентеççĕ. Эсир хăвăрăн чун-чĕре ăшшине куравçăсене патăр, вĕсене хавхалантартăр, малалла пурăнма, ĕçлеме çунат хушрăр, - терĕ Михаил Игнатьев. - Хальхи фестивале ял çыннисем сахалрах хутшăнчĕç. Сăмах паратăп: çитес çулхи уява вĕсене те илсе килĕпĕр. Фестивале сахал йышлă халăхсене халаллани ахальтен мар. Раççей регионсемпе пуян, вăйлă. Шупашкарта кăтартнă фильмсем Раççейĕн культура хутлăхне çирĕплетме пулăшĕç».

Искусствăри гражданлăха, патриотлăха сăнлакан кинокартинăсем ÿкернĕшĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă парнине Карен Шахназаров режиссер тивĕçрĕ. Ăна режиссер патне кинофестивалĕн пултарулăх ертÿçи Сергей Лаврентьев çитерĕ.

Çак каç Сергей Александрович сцена çине пĕр хут çеç мар хăпарчĕ. Чылай кинолентăн представителĕсем хутшăнаймарĕç.

Камсем-ха çĕнтерÿçĕсем? Камсем-ха «Анне» статуэткăн хуçисем пулчĕç? «Куравçăсем килĕштернĕ фильм» ята «Мисс джинсовая Финляндия» /режиссерĕ Матти Киннунен, Финлянди/ тивĕçрĕ. Парнене илме сцена çине Финляндин Раççейри посольствин культура енĕпе ĕçлекен атташе Алла Богомолова хăпарчĕ. Алла Константиновна шухăшĕпе - çак парне Гран-при хыççăн иккĕмĕш вырăнта. Куравçăсем хакланă-çке!

Прессăн ятарлă парнине кăçал Дмитрий Астраханăн «Деточки» илемлĕ фильмне пачĕç.

«Иккĕмĕш планри роле чи лайăх вылякан» номинацире «Гольфстрим под айсбергом» /Латви/ ĕçри Лембит Ульфсак çĕнтерчĕ. «Анне» статуэткăна ун патне асăннă кинолентăна ÿкернĕ Гинтс Берзиньш çитерĕ. «Кино пурне те çывăхлатать. «Анне» пирĕн туслăха çирĕплетме пулăшĕ», - терĕ вăл.

«Оператор ĕçне чи лайăх пурнăçлакан» ята «Море» фильм тивĕçрĕ. Тĕлĕнмелле: режиссерĕ те, операторĕ те - Александра Стреляная.

«Илемлĕ фильмăн чи лайăх сценарийĕ» номинацире «Олимпийская деревня» фильм çĕнтерчĕ. «Чи лайăх режиссер» ята «Доктор» фильмăн режиссерĕ Владимир Панков тивĕçрĕ.

«Хĕрарăм сăнарне чи лайăх калăплакан» енĕпе Марал Койчукараева актрисăна /Кăркăсстан, «Пустой дом»/ çитекен пулмарĕ. Шел, Марал та Шупашкара килеймен. Шупашкар парнине Вăтам Азие çитерме Сергей Лаврентьев пулăшĕ. «Арçын рольне чи лайăх калăплакан» ята «1210» фильмра /режиссерĕ А.Гончуков/ вылянă Роберт Вааба пачĕç. Роберт вырăнне сцена çине Арсений Гончуков хăпарчĕ. Ун шухăшĕпе - çак парне Робертшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эстонири пукане театрĕнче ĕçлекенскер яланах тенĕ пек эпизодсенче кăна ÿкерĕннĕ. Пĕрремĕш хут тĕп сăнара калăпланă, тÿрех - çĕнтерÿ!

Фестивалĕн Гран-прине Георгий Параджановăн «Все ушли» /Раççей, Грузи, Чехи/ фильмĕ тивĕçрĕ. Татьяна Яковенко палăртнă тăрăх - жюри членĕсем пурте çак фильмшăн сасăланă. Актерсен, режиссерăн ĕçĕсем вĕсене тыткăнланă.

Уяв программи пуян пулчĕ. Сăмахран, Иван Краско Александр Пушкин сăввине вуларĕ. Александр Пятков сцена çине чăваш хĕр пĕрчийĕпе тухрĕ. Вĕсем те инсценировка хатĕрленĕ. ЧР тава тивĕçлĕ артистки Августа Уляндина тата унăн «Чăваш Ен» ушкăнĕ, Константин Рязанов юрăç хăнасене чăваш юррисемпе тыткăнларĕç, илĕртÿллĕ пикесем Атăлçи Пăлхар хĕрĕсен капăр тумĕсемпе паллаштарчĕç.

 

Шухăшсем, сĕнÿсем

Иртнĕ шăмат кун кинорежиссерсем, актерсем журналистсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсем хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç.

Арсений Гончуков, кинорежиссер:

- Кунашкал фестивальсем кирлех. Куравçăсемпе тĕл пулатпăр, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлетпĕр. Тĕрĕссипе, халăх кинотеатрсенче хамăрăн кинона пăхаймасть те. Кинотеатр хуçисем, тупăш ытларах илес тесе, Голливуд фильмĕсене çеç çавăрттараççĕ. Фестивальсенче кăтартаканнисем - автор ĕçĕсем. Вĕсен никĕсĕнче - пирĕн паянхи пурнăç. Хăйĕн чун ыратăвĕсемпе.

Александра Стреляная, кинорежиссер:

- Эпĕ кунта пĕр-икĕ кун çеç-ха, хулапа тĕплĕн паллашаймарăм та. Çапах калама пултаратăп: Шупашкарта çутă, таса куравçăсем пурăнаççĕ. Вĕсем куçран тинкерсе пăхаççĕ.

Алла Богомолова, Финляндин Раççейри посольствинче культура енĕпе ĕçлекен атташе:

- Шупашкар куравçисене сăнран паллакан пултăм ĕнтĕ, мĕншĕн тесен кинофестивале виççĕмĕш хут хутшăнатăп.

Финляндире кино ÿкерес ĕç вăй илсе пырать. Унта 5,5 млн çын пурăнать. Кинематографи ыйтăвĕпе 18 журнал кăлараççĕ. Иртнĕ çул тулли метражлă 45 картина ÿкернĕ, çак ĕçе пурнăçлама 27 млн евро уйăрнă.

Александр Пятков, актер:

- Эпĕ Шупашкарта çеç мар, Çĕрпÿпе Сĕнтĕрвăрринче те куравçăсемпе тĕл пултăм. Ачасен программишĕн яваплă пулнăран ытларах вĕсемпе курса калаçма тиврĕ. Кунти куравçă - уçă, нумай пĕлме ăнтăлаканскер.

Шупашкара килсен иккĕмĕш куннех çĕнĕ фильмра та ÿкерĕнме ĕлкĕртĕм. Ăна «Эксперимент» театр-лаборатори режиссерĕ Юрий Тя-сен ÿкерет. Эпĕ калăплакан сăнар - Мускавран Шупашкара килсе çитнĕ «Авторитет». Сцена кăткăс. Манăн шухăшăмпа - асăннă режиссер ĕçĕ профессионал шайĕнче. Премьерăна Шупашкара татах килмелле пулĕ-ха.

Надежда СМИРНОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
28 мая 2013
17:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter