Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Премьер-министрĕ йĕркелесе ертсе пынă видео канашлăва хутшăннă

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Премьер-министрĕ йĕркелесе ертсе пынă видео канашлăва хутшăннă. Сăмах çĕршыв регионĕсенчи шкул çулне çитмен ачасене вĕрентес ыйтусем тавра пынă. Канашлăва Раççей Правительствин Председателĕ уçнă май, 2016-мĕш çул тĕлне хальхи лару-тăрăва тĕпрен улăштарса çитермеллине тата та шкул çулне çитмен ачасен учережденийĕсенче хушма 1,2 млн вырăн хатĕрлемеллине палăртнă. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ача сачĕсене пурĕ 5,3 млн ача çӳрет, вăл палăртнинчен 85 процентпа танлашать. Ача сачĕсене вырнаçтарас тесе тата 572000 ачана шута илнĕ. Вĕсем 3 çултан пуçласа 7 çула çитĕчченхи вĕт-шакăр. Çĕршывăн Премьер-министрĕ каланă тăрăх, шкул çулне çитмен ачасен учережденийĕсене аталантарма регионсене пулăшу тĕрлĕ майпа  куçать. Çавăнпа та Дмитрий Медведев региосен влаçĕсене укçа-тенкĕне комплекслă ыйтусене татса парас ĕç валли пăхса хăвармаллине аса илтернĕ. Çĕршыв Правительствин Председателĕ уйрăммăнах çакна та палăртса каланă: регионсем хăйсем çине илнĕ яваплăхра çĕнĕ ача сачĕсем хута янипе çеç лăпланса лармалла маррине асăрхаттарсах хăварнă. Çав вăхăтрах палăртнă учрежденийĕсенче ĕçлекен воспитательсен пĕлӳ, ĕç укçин шайне  ӳстересси çине те тимлĕх уйăрма манмалла маррине каланă. Раççей Федерацийĕн вĕренӳ министрĕ Дмитрий Ливанов хăйĕн сăмахĕнче регионсенче ача сачĕсенче черетсене çийĕнчех пĕтерсе пырассипе тапхăррăн программăсем йĕркелени çинчен пĕлтернĕ. Кăçалхи çул федераци министрĕ палăртнă тăрăх, ача сачĕсенче  300 пине яхăн вырăн хатĕр пулассине каланă. 2013-мĕш çулăн çу уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне республикăра ача сачĕсене вырнаçтарман 3 çултан пуçласа 7 çула çитменнисем – 2272.  2012-мĕш çулта çĕнĕрен тата рекнструкци ĕçĕсем йĕркелесе ирттернĕ хыççăн 18 ача садĕнче 3103 ача валли вырăн хатĕрленĕ. 2013-мĕш çулта 11 ача садне çĕнĕрен хута яма тата 4-шне çĕнĕрен реконструкцилесе çĕклесе лартма палăртса хунă. Ĕçсене туса ирттерме 507 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. 2013-2015-мĕш çулсенче пурĕ 9543 шкул çулне çитмен ачасем валли вырăнсем хатĕрлеме палăртнă. 2013-мĕш çулăн авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3 çултан пуçласа 7 çула çитнĕ ачасене 100 процента çити вырнаçтарма тĕллев лартнă. Çулталăк çурăран пуçласа виçĕ çула çитнĕ ачасене – 60 процента çити тивĕçтерме пăхса хăварнă.

 



29 мая 2013
16:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter