Шăмăршă районĕ: вӑйӑ ӑмӑрту пулчӗ,тӗрлӗ ыйтусем çине хуравларӗç

5-9-мĕш класра вĕренекенсем шкулăн акт залне пуçтарăнчĕç. Чăваш чĕлхипе литература учителĕ Малеева В.П. Чăваш чĕлхи кунĕн пĕлтерĕшĕ çинчен кĕскен каласа хăварнипе  уяв эрни пуçланнине пĕлтерчĕ. Чӑваш гимнӗ янӑраса кайрӗ, сцена çине чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачасем тухса тӑчӗç. 8-мĕш класра вĕренекен Кириллов Михаил тата Чамеева Мария «Чӑваш халӑх историйӗ» видеоклип тӑрӑх В.Станьял çырнӑ «Камсем эпир?» сӑвӑпа уява пуçларӗç. Малалла литературӑпа кӗвӗ композицийӗпуçланчӗ. 5-мӗш класра вӗренекенсем - Чамеева Сашӑпа Карзанов Вася, 6-мӗш класра вӗренекенсем -Чамеева Наташӑпа Кириллов Петя, 7-мӗш класра вӗренекенсем - Тюнюкова Алинӑпа Малеева Галина, 8-мӗш класра вӗренекен Малеева Лена сӑвӑсемпе юрӑсене ӑста шӑрантарчӗç.Юлашкинчен 5-8-мӗшсем хушшинче вӑйӑ ӑмӑрту пулчӗ,тӗрлӗ  ыйтусем çине хӑвӑрт, тӗрӗс хуравласа 5-мӗш класра вӗренекен Чамеева Александра çӗнтерчӗ.

  5-9-мěш класра вěренекенсем хушшинче кěвěпе сăвă калакансен конкурсě иртрӗ. 5-мӗш класра вӗренекен Карзанов Василий, 6-мӗш класран Кириллов Петр, 7-мӗшěнчи Чамеева Снежанна, 8-мӗш класра вӗренекенсем Кириллов Михаилпа Чамеева Мария хутшăнчěç ăмăртăва. Кириллов Петр К.Ивановăн «Нарспи» поэминчи «Килчě ырă çуркунне» сăввине пысăк пултарулăхпа вулани пурне те килěшрě.

 9-мěш класра вěренекенсем чылай вӑхӑт хушши «Чăваш халăхěн мухтавлă çыннисем»  презентацисем, видеоклипсем хатӗрлерӗç. Егординова Ангелина видеоклип тума ӑста. Вӑл клип туса кӑтартрӗ. Веденеев Николай, Борзов Сергей, Микушин Дмитрийпа Малеев Алексей, Чамеев Алексейпа Малеев Валерий , Сарандаева Светлана презентацисем хатěрлерěç.Чи ăнăçли видеоклип авторěн пулни палăрчě.

 6-7-мěш класра вěренекенсем хушшинче «Телейлě самант» вăйă  иртрӗ. Вӑйӑра чӑваш чӗлхипе литератури предмечӗсем тӑрӑх хатӗрленӗыйтусем пулчӗç. 1,2-мӗш геймсенче 7-мӗшсем малта пычӗç. 3,4-мӗш геймсенче тӗрӗс хуравсем парса 6-мӗш класра вӗренекенсем иртсе кайрӗç .

6-мĕшсем маттуртарах, ăслăрах, тавçăруллăрах пулчĕç – вĕсем çĕнтерÿçĕсем!

  Л.Сачкова çырнă «Тирпейсěр Тимуш» юмах тǎрǎх спектакль.

Кӑçал тӑван тавралӑха хӱтӗлемелли çулталӑк.Çавӑнпа драма кружокĕн членĕсем Л.Сачкова çырнă «Тирпейсěр Тимуш» спектакль хатӗрлесе лартрĕç. Ялти культура çӱртӗнче кăтартрӗç тарăн шухăшлă , çивĕч проблемăллă спектакле.Рольсене çаксем ăста калăпларĕç: Малеев Дима - Тимуш , Малеева Галина – Кушак, Тюнюкова Алина – Тӑри,Чамеева Снежанна – Чума, Кириллов Петр- Сысна, Веденеев Александр – Курак.,Малеев Михаил – Вӗтӗ Çӗлен.Малеева Галина тата Чамеева Снежанна хӑйсен ролӗсене чӑн-чӑн артистсем пек калӑпларӗç, ыттисен те пултарулăхĕ пурри палăрчĕ.Çак ачасем нумаях пулмасть Астрид Линдгрен повеçĕ тăрăх С.Прокопьева çырнă «Пěчěккипе унăн тусĕ Карлсон» пьеса тӑрӑх шкулти акт залӗнче те, ялти клуб сцени çинче те спектакль катартрӗç. Çамрӑк артистсене халӑх питӗ ӑшшӑн, хавхаланса йышӑнать. Маттур вӗт-ха вӗсем!


 8-мĕш класра вěренекенсем хушшинче «Çăлтăрчăк» вăйă (тест) ирттертӗмӗр. Малеева Елена пуринчен те нумай балл пуçтарчě. Ленăн иртнě тата кăçалхи çитěнěвěсен çумне тата хушăнчě.Нумаях пулмасть районти  «Туслăх хěлхемě» конкурсра çěнтерсе республикăра ăмăртрě.Çирěп вăй-хал, тата пысăк çитěнÿсем сунар çамрăк хěр пěрчине!

Паян ялти клубра та чăваш чěлхи кунне халалланă уяв ирттертěмěр. «Сана шăратнă манăн халăх» литературăпа музыка композицийě пулчě. Сăвă калакансен конкурсěнчи пултаруллă ачасен хайлавěсем те шăранчěç уявра.

 Паян ăмăртусенче мала тухнисене тата «Чăваш чěкеçě» конкурса хутшăннисене мухтав хучěсем, сертификатсем, дипломсем парса хавхалантартăм. Çитес çул та кăçалхи пек ăнăçлă ěçлеме сунтăм.

Чăваш чěлхипе литература учителě Малеева Вера Петровна

 



29 мая 2013
13:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter