Чăваш Енре Пушкăртcтан культурин кунĕсене савăнăçлă пулăмпа уçрĕç

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пушкăрт Республикин Президенчĕпе Рустэм Хамитовпа Чăваш Республикинче Пушкăртстан Республикин кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă пулăма уçнă çĕре хутшăннă. Паллă пулăма халалланă уяв мероприятийĕсем çу уйăхĕн 30-мĕшĕпе 31-мĕш кунĕсенче Шупашкарта, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай тата Муркаш районĕсенче иртĕç. Уява уçиччен чи малтан Михаил Игнатьевпа Рустэм Хамитов «Çĕнтерӳ» Мемориал комплексĕнче Çар Паттăрĕсен Монуменчĕ умĕнче Аслă Отечествăллă вăрçă хирĕнче пуçне хунă салтаксене асăнса пĕр минутлăх шăп тăрса,  чĕрĕ чечек çыххисем хунă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Пушкăртстан Республикин Президенчĕ «Экра» НПП ОООна çитсе килнĕ. Пĕрлешĕвĕн çĕнĕ йышши технологипе кăларакан продукцийĕсемпе паллашнă. Унтан Чăваш Республикин Наци музейне çитсе пӳлĕмсенчи чаплă экспонатсене пăхнă. Пушкăртстан культурин кунĕсен официаллă пулăмне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче уçнă. Театра килнĕ сумлă хăнасене чăваш, вырăс тата пушкăрт тумĕсене тăхăннă илемлĕ яш-кĕрĕм хăйсен юратнă чĕлхипе йăлана кĕнĕ йĕркепе çăкăр-тăварпа, чак-чакпа тата пылак сăрапа кĕтсе илнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май 2012 çулта Раççей историйĕн çулталăкне халласа, 30 çул иртсе кайнă хыççăн пĕр-пĕринпе хамăрăн хурăнташ халăхсемпе тепĕр хут туслăха вăй илтерсе яма пултарнине палăртса хăварнă. «Эпĕ, паллах, Пушкăрт Республики çинчен чăваш халăхĕ чылай ырă сăмах каланине сахал мар илтнĕ. Пушкăртстан Республикин ырă çĕрне пула вĕсем пире паллă поэтсемпе культурăн пысăк ĕçченĕсене ӳстерсе çитĕнтерсе парнеленĕ. Вĕсене палăртма кăмăллă: Константин Иванов, Яков Ухсай тата ытти пархатарлă ывăл-хĕр çитĕнтернĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пушкăртран килнĕ пултарулăх коллективĕсене чăваш çыннисене хăйсен юрри-ташшипе тыткăна илнишĕн тав сăмахĕ каланă. Пушкăртстан Республикин Президенчĕ Рустэм Хамитов хăйсене сума суннине кура, ырă сăмахсемшĕн «кӳршĕ аякри тăванран та паха», - тесе пуç тйнă. «Пирĕн республикăсем хушшинчи хутшăну питĕ çирĕп. Константин Ивановпа Ухсай Яковĕ чĕртнĕ туслăх ĕмĕре пытăр, пĕрне-пĕри пулăшса, мăнаçлăха тытса пырас тесе сахал мар вăй хурса ĕçленĕ», - уйрăммăн палăртса каланă. Театрта сумлă хăнасем пушкăрт халăхĕн пуян та илемлĕ культурипе, капăр тум-тирĕпе паллашнă. Тĕплĕнрех



30 мая 2013
14:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter