Ÿсекен шалупа хаксем тата чакакан тăкаксем

Хăш-пĕр министра вăл е ку ĕçе вăхăтра пурнăçламаншăн сăмах тивнине шута илмесен Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕ тавлашусăр-мĕнсĕр иртрĕ. Ăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, политика репрессийĕсене пула шар курнисене кÿрекен социаллă пулăшу виçине ÿстерме, тивĕçлĕ саккунсене улшăнусем кĕртме йышăнчĕç. Чăн та, ÿсĕм пысăках мар. Ларура тишкернĕ тĕп ыйту вара бюджет ĕçченĕсен шалăвне ÿстересси пирки пулчĕ. Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова бюджет сферинчи кашни категорин ĕç укçин ÿсĕмĕпе пайăррăн паллаштарчĕ. Цифрăсене "Хыпар" маларах та пичетленĕ те - вĕсем çинче тепĕр хут чарăнса тăни кирлех мар-тăр. Кăçал шалăва виçĕ тапхăрпа ÿстереççĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пысăклатнă. Унтан - ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен. Виççĕмĕш хутĕнче - юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче. Малтанлăха шутласа палăртнă тăрăх - пĕтĕмĕшле ÿсĕме тивĕçтерме 1,9 млрд тенкĕ кирлĕ. 481 млн тенкине уйăрас тĕлĕшпе бюджета улшăну кĕртме тивет.

Чăн та, çынсем ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчи хушăма та илмен-ха. Фарида Халиковна çак ĕç тивĕçлĕ документсем хатĕрлемеллине кура тытăнса тăнипе тÿрре тухма тăчĕ те - Михаил Игнатьева ку килĕшмерĕ: "Ку юмаха урăх çĕрте каласа парăр. Бухгалтери, экономика службисем ĕлкĕреймеççĕ тĕк - вĕсене улăштарăр. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче илмелли хушма тÿлеве ахаль те çĕртме уйăхĕнче кăна илеççĕ. Эпир çынсене укçа ÿстерме шантарнă, вĕсем кĕтеççĕ". Çавна май кашни министерствăна кирлĕ документсене май пур таран кĕске вăхăтра хатĕрлеме хушрĕ.

Ял, хула тăрăхĕсен экономика ăмăртăвĕн çĕнĕ положенийĕпе экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков паллаштарчĕ. Мала тухнисене Министрсен Кабинечĕн Дипломĕсемпе хавхалантарма палăртнă та - ЧР Пуçлăхĕ ку çителĕксĕрри çинчен каларĕ: "Ял тăрăхĕсен бюджечĕсем пысăк мар, çавăнпа та вĕсене хавхалантарма темиçе миллион тенкĕ пăхса хăвармалла. Ку укçапа хăйсен территорийĕсене тирпейлеме усă курччăр".

Республика пурлăхне приватизацилемелли прогноз планне çирĕплетрĕç. Федераци тата республика бюджечĕсенчен пĕлтĕр çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерме уйăрнă социаллă тÿлевсен усă курмасăр юлнă пайне валеçесси те ыйту çуратмарĕ. Строймин ертÿçи Олег Марков пĕлтернĕ тăрăх - пĕтĕмпе 70 млн тенкĕ юлнă, ăна муниципалитетсем каялла тавăрса панă. Халь Мускав çав укçапа кунтах усă курассине çирĕплетнĕ - субсидисене районсене парĕç.

Çын пуçне пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене палăртрĕç: 1-мĕш кварталшăн - 5961 тенкĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова асăннă виçе пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 8,2% пысăкланни, ÿсĕм чи малтанах апат-çимĕç, обязательнăй тÿлевсем хакланнипе сăлтавланни пирки калани Михаил Игнатьева кăштах тĕлĕнтерчĕ: "Апат-çимĕç хакĕсем иртнĕ çулхи 4-мĕш кварталтинчен 137% пысăкланнă. Ку тĕрĕсех-и?" "Минимумра" апат-çимĕç списокĕ анлăланнă тени ăна тивĕçтермерĕ: "Пур-пĕр ыйтусем пур. Аш-какайăн сутăн илмелли хакĕсем чакрĕç, анчах лавккасенче вăл йÿнелчĕ-им? Çук... Суту-илÿре конкуренци аван, анчах хаксем чакмаççĕ. Вĕсем каварлашман-и?" Ку сăмахсене тивĕçлĕ министерствăсен тĕрĕслев-тĕпчев йĕркелемелли сигнал вырăнне хурса йышăнмалла ĕнтĕ.

Бюджет учрежденийĕсене пĕрлештерес тĕлĕшпе черетлĕ утăмсем турĕç. Вăрмарти социаллă ыйтусемпе ĕçлекен икĕ центртан пĕрре тума йышăнчĕç. Спорт министерствин учрежденийĕсем тĕлĕшпе те улшăнусем пур: Муркашри ДЮСШпа 1-мĕш СДЮСШОРа, хăвăрт утакансен 8-мĕш СДЮСШОРĕпе Шелттемри ДЮСШна пĕрлештерессине татса пачĕç. Спорт министрĕ Сергей Мельников администраци валли каякан тăкаксем пĕчĕкленнĕ май çав укçапа хушма тренерсене ĕçе йышăнасси, çакă тата 200 çынна спортпа çывăхланма пулăшасси çинчен каларĕ.

Çавăн пекех Шупашкарти 4-мĕш, 12-мĕш професси училищисене транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕн тытăмне кĕртессине ырларĕç. Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов çак йышăну вĕренекен кашни çамрăк пуçне каякан тăкаксене 15 пин тенкĕ таран чакарма май парассине палăртрĕ.

Ларура çамрăксен политики, ветеринари çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртме, Правительствăн маларах тунă хăш-пĕр йышăнăвне тÿрлетме йышăнчĕç, 2014-2016 çулсенче республика бюджечĕн шучĕпе пурнăçламалли тĕллевлĕ программăсен списокне çирĕплетрĕç.

 

Николай КОНОВАЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
31 мая 2013
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter