Кун йĕркинче актуаллă ыйтусем

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухма пуçличчен чи малтанах республика Пуçлăхĕ ака уйăхĕн 29-30-мĕшĕсенче Мускавра ирттернĕ Раççейпе яппунсен официаллă мероприятийĕсенче чăвашсен делегацийĕ хутшăннин пĕтĕмлетĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăнă. Чăваш Ен экономика форумне тата Япони посольствине хутшăнма ирĕк илнĕ Раççейри регионсенчен пĕри, унтах Михаил Игнатьев Хĕвел тухăç çĕр-шывĕн премьер-министрĕпе Синдзо Абэпе тĕл пулса калаçнă. Яппун Правительствин ертӳçин Раççее килнĕ хальхи çул çӳревĕ юлашки 10 çул хушшинче пĕрремĕш хут пулса иртнĕ - пулăм икĕ çĕр-шыв хушшинчи çыхăнăва çирĕплетнине пĕлтерет. Сăмаха май, Чваш Ен хăш-пĕр проектсене пĕрле килĕшсе пурнăçа кĕртме сĕнсе хăварнă, проектсене яппунсем пăхса тухма килĕшнĕ. Ачасем валли çуллахи кану лагерĕсене хатĕрленин ĕçĕ-хĕлĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова паллаштарнă. Кăçал çуллахи канăва 111 пине яхăн шкул ачине явăçтарма палăртнă, вĕсен шутĕнче 47 пинĕ - йывăр пурнăç условийĕсене лекнĕ çемьесенче пурăнакан ачасем. «Паллах, нимĕнле сăлтавсăр, кăлтăксем пулмалла мар, пирĕн патшалăх паракан пулăшусене ачасем валли пĕтĕмпех илсе çитерме тăрăшмалла»,- çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, палăртса хунă путевкăсенчен 90 процентне ашшĕ-амăшĕсем патне илсе çитернĕ те. Çу уйхĕнче сывлăха çирĕплетекен учрежденисене Сывлăх асăрхавĕн республикăри управленийĕ планпа килĕшӳллĕн тĕрĕслев ĕçĕсем йĕркелесе ирттерме палăртнă. Управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская хăш-пĕр кану лагерĕсенче кăлтăксем пулма пултарасси çинчен асăрхаттарнă. Лагерсене апат-çимĕç таварĕсемпе тивĕçтерессин ыйтăвне те çирĕп тĕрĕслесе тăма кирлине асăннă. Пахалăхĕ енчен таварсем япăх пулсан, пирĕн ачасемех сиен тӳсме пултарĕç, çавăнпа та ыйтăва çирĕп тĕрĕслесе тăма хушса хăварнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов ачасен кану вăхăтĕнче полици ĕçченĕсем, енчен те лагерьсенчен чĕнсе илсен - вăхăтра пулăшу пама яланах хатĕр пулнине каланă. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов çу уйăхĕн 20-25-мĕшĕсенче Шупашкарта халăхсем хушшинче 6-мĕш кинофестивале хатĕрленсе ирттерекен мероприятисен планĕпе паллаштарнă. Пилĕк кун хушшинче Чăваш Ене 30 яхăн режиссер килме кăмăл тунă, вĕсен шутĕнче Раççейри, Францири, Индири, Голландири, Грузири, Эстонири, Якутири, Бурятири паллă актерсем пулĕç. Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева çу уйăхĕн 1-5-мĕш кунĕсенче Чăваш Енре çамрăк МИХ тата «Волжские встречи - 24» киностудин халăхсен хушшинче ирттерекен фестивалĕ çинчен каласа хăварнă. Фестивале Раççейрен 300 яхăн çын хутшăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Александр Иванов Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗн пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Уяв кунĕнче митинга 26672 çын хутшăннине пĕлтернĕ. Культура министрĕ Вадим Ефимов Мăнкун уявне кĕтсе илме чиркӳсенче кĕлле 150 пин çын пуçтарăннине каланă. Республикăра инкек пулнă тĕслĕхсене палăртман. Михаил Игнатьев Чăваш Енре пурăнакан çынсен культура шай. ырă енне куç кĕретех улшăнса пынине палăртнă. Çапах та ку тĕслĕх çинче чарăнса тăрса, палăртнă ыйтăва куçран вĕçертме кирлĕ маррине те асăрхаттарса хăварнă. Пурин те пĕр шухăшлă пулса тимлĕхе çухатмалла маррине палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 



06 мая 2013
15:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter