Ушкăнпа чухне ĕç ÿсĕмлĕ

 Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче субботник иртрĕ. Шкул таврашне тирпей-илем кÿрес тесе пĕрремĕш класран пуçласа вун пĕрмĕш класс таранах тăрăшрĕç ачасем.  Кам шăпăрпа , кам кĕреплепе, кам тата кĕреçе илсе килнĕ. Ĕçĕ кашнин валлиех тупăнчĕ. Ачасемпе пĕрлех аслисем те, шкулта ĕçлекенсем, пахча çимĕç валли çĕр хатĕрлерĕç. Виçĕ сехете яхăн вăхăт иртрĕ— çĕрĕ те кăпкаланчĕ, çÿп-çапĕ те пуçтарăнчĕ, шкул умĕ те тип-тирпейлĕ пулса тăчĕ.

Ушкăнпа чухне чăнах та ĕç ÿсĕмлĕ иккен — тĕп-тĕрĕсех каланă ваттисем. Пĕрлĕхре вăй.



06 мая 2013
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter