Республикăри кашни хулари, ялти чиркÿсенче Мăн кун кĕлли иртнĕ

Вырсарни кун умĕнхи каç республикăри кашни хулари, ялти чиркÿсенче Мăн кун кĕлли иртнĕ. Вĕсене ĕненекенсем йышлăн хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн çемйипе тĕп хулари Татиана чиркĕвĕнчи савăнăçлă кĕлĕре пулнă. Мăн кун службине Шупашкар тата Чăваш Республикин митрополичĕ Варнава ертсе пынă. Савăнăçлă кĕлĕ вăхăтĕнче пачăшкăсем çичĕ хутчен тум улăштарнă.

Православи тĕнне ĕненекенсем çутă çак праçник тĕлне çăмарта хĕретеççĕ. Ăна чиркÿре сăваплаççĕ, турăш умне хураççĕ. Сĕтел çинче те вăл - пылак шурă çăкăрпа /кулич/, иçĕм çырли хушнă тăпăрчăпа /пасха/ тĕп вырăнта. Мăн кун йăли-йĕрки уйрăмах ялта лайăх упраннă. Уявччен ял çынни пÿрт-çурта çуса тасатать. «Çерçин те Мăн кунра сăра пур» тенине асра тытса çак ĕçмене вĕретет. Мăн кунра çĕнĕ тум тăхăнасси те, хурăнташсемпе рете пухăнасси те манăçман-ха. Рете пыма чĕнекене халĕ те кучченеçпе сăйлаççĕ. Мăн кунра пуринчен маларах хăнана килекене минтер çине лартаççĕ. Шăпăрлансем килĕрен киле кĕрсе хĕретнĕ çăмарта, йăвача, вĕтĕ кукăль пухаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕсем вара капăртма, пÿремеч, кукăль янтăлаççĕ, пăтă пĕçереççĕ. Çак эрне тăршшĕпех ĕненекенсем пĕр-пĕрне: «Христос чĕрĕлнĕ!» - тесе саламлаççĕ. Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ!

 Роза Власова.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
06 мая 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter