Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫыхӑнупа электронлӑ массӑллӑ информаци отраслӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Ҫыхӑнупа электронлӑ массӑллӑ информаци отраслӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

         Хальхи общество пурнӑҫне радиопа телевиденисӗр, карас ҫыхӑнӑвӗпе Интернетсӑр куҫ умне ӳкерме май та ҫук. Паян Чӑваш Енре телекоммуникацисемпе почта ҫыхӑнӑвне тата информатизаци сферине аталантарас тӗлӗшпе палӑрмаллах ҫитӗнӳсем тунӑ. Ҫыхӑнӑвӑн пулӑшу ӗҫӗсен йышӗ тата калӑпӑшӗ ҫирӗппӗн ӳссе пырать, вӗсен пахалӑхӗ те лайӑхланать.

Республикӑра информаци технологийӗсемпе Интернет сечӗн сфери лайӑх аталаннӑ, унпа Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсен 55 проценчӗ хастарлӑн усӑ курать.

 «Электронлӑ правительство» тухӑҫлӑн йӗркеленет. «Чӑваш Ен информаци обществи» программа тӗллевӗсене пурнӑҫлама республика бюджетӗнче 2013 ҫул валли 8,6 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.  

Теле- тата радиожурналистсен пысӑк ӑсталӑхӗ, оперативлӑхӗпе объективлӑхӗ патшалӑх влаҫӗн органӗсен ӗҫ-хӗлне уҫҫӑн ҫутатса тӑрассине тивӗҫтерет, влаҫпа общество хушшинче тухӑҫлӑ диалог йӗркелет. Ҫаксем пурте экономикӑна, социаллӑ сферӑна маллала аталантарса ҫирӗплетме, ҫынсен пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатма тата Чӑваш Ене пӗтӗм тӗнчери информаци хутлӑхне пӗрлештерме пулӑшаҫҫӗ.      

Отрасль ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене ҫӳллӗ шайри професси ӑсталӑхӗшӗн тата яваплӑ, ӗҫре пуҫаруллӑ пулнӑшӑн чунтан тав тӑватӑп! 

Ҫирӗп сывлӑх, хавхалану тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!     

   Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                      М.Игнатьев



07 мая 2013
07:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter