Кăвайт ан чĕртĕр вăрманта

Çанталăк ăшăтнă май, апрелĕн 18-мĕшĕнчен вăрмансене пушарсенчен сыхламалли сезон пуçланчĕ. «Шăмăршă лесничестви» хысна учрежденийĕнче çавна май ку сезон валли ятарлă план туса хатĕрленĕ. Участок лесничествисен ĕçченĕ-семпе, арендаторсемпе пĕрлехи пуху ирттерсе, сезон тапхăрĕнче вăрмансене пушарсенчен сыхлас тĕлĕшпе тăракан тĕп ыйтусене палăртнă, хăш-пĕр çитменлĕхсене пĕтерме хушнă.

Шăмăршă районне кĕрекен участок лесничествисенче хальхи вăхăтра дежурствăсем йĕркеленĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă çынсем (патруль) куллен ятарлă маршрутсемпе çÿреççĕ, лару-тăрăва вышкăсем çинчен сăнаса тăраççĕ.

Пурте пĕлетпĕр: вăрман пушарĕсем – чи хăрушшисем. Ăна сÿнтерме питĕ кансĕр. Çавна май эпир, вăрман ĕçченĕсем, граждансене питĕ тимлĕ те асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Вăрманта кăвайт чĕртни пысăк инкек патне илсе пыма пултарать. Уйрăмах типĕ те уяр çанталăкра вут хăвăрт айккинелле сиксе ÿксе талккишĕпех сарăлса каяс хăрушлăх пысăк. Çавăн пекех пируса сÿнтермесĕр пăрахни те вут кăларать.

Халĕ ялсенче урамсене тирпей-илем кÿме пуçларĕç. Вăрман хĕрринчи пĕлтĕрхи курăк лаптăкĕсене вут тивертме юраманни пирки те аса илтеретпĕр граждансене. Вут сарăлса кайса вăрмана кĕме пултарать.

Çывăх кунсенчех май уявĕсем пуçланаççĕ. Уявсем вăхăтĕнче чылайăшĕ вăрманта е ун хĕрринче канма кăмăллать. Хăш-пĕрисем кăвайт чĕртсе шашлăк та пĕçереççĕ. Ку вара пушар кăларма та пултарать. Уявсенчи савăк кăмăл-туйăм пушар хăрушлăхĕпе ылмашăнмалла ан пултăрччĕ.

Вăрмансем пире яланах хăйсен илемĕпе, ырă шăршипе, кайăксен юррисемпе, уçланкăсенчи хитре чечексемпе савăнтарса тăччăр.

М.АЗИЗОВ, «Шăмăршă лесничестви» хысна учрежденийĕн вăрмансене сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен инженерĕ.



07 мая 2013
08:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter