Ял çыннисен ыйтăвне туллин тивĕçтермелле

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ветеринари ĕçченĕсемпе канашлу ирттерчĕ. ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Геннадий Яковлев выльăх чир-чĕрĕпе кĕрешес тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.

 Çĕпĕр шыççи вăл е ку ял çыннине инкек кăтартнăранпа нумай çул иртнĕ. Ытти хăш-пĕр регионта Африка мурĕ сарăлнăран сысна кĕтĕвне пĕтĕмпех пĕтернĕ. Телее, унăн вирусне республикăна кĕртмеççĕ. Ял çыннисем туберкулеза, чăх грипне, туляремие, трихинеллеза, Ауески чирне пула та тăкак курмаççĕ. 2010-2012 çулсенче вăрман, уй-хир чĕр чунĕн организмĕнче уртаракан чир вирусне тупса палăртнă тĕслĕх сахалланнă. Вăл выльăха е этеме куçни пĕрре те пулман. Ертÿçĕ доклада пĕтĕмлетсе республикăра ерекен амаксем пысăк шар кăтартманнине, вĕсемпе ăнăçлă кĕрешнине пĕлтерчĕ.

Республика Пуçлăхĕ ветстанцисене информацин çĕнĕ технологийĕсемпе мĕнлерех тивĕçтернипе кăсăкланчĕ. Ветучрежденисем ĕçре информацин «Web-мониторинг. Ветеринария», «Ветмонитор», «Аргус», «Ассоль» ятарлă тытăмĕсемпе усă кураççĕ. Служба выльăха сиплес, чир сарăлассине хирĕç профилактика ĕçĕ пурнăçлас тĕлĕшпе халăха пысăк пулăшу кÿрет. Анчах мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсене тĕрлĕ пулăшу парассине учрежденисен е службăн пĕрлехи сайчĕсене уçса пĕлейместĕн. Вĕсенче ветстанцисемпе лабораторисен нумай ыйтăвне çутатмаççĕ. Учрежденисен уçăмлăхĕ вĕсемпе çыхăнса ĕçлекен мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсене тивĕçтермест. Михаил Игнатьев çакна шута илсе çĕнĕ технологисене çывăх вăхăтрах ĕçе кĕртме хушрĕ. Ку енĕпе ветслужба республикăри министерствăсемпе ведомствăсенчен нумай юлса пынине палăртрĕ.

Россельхознадзор çулталăк пуçламăшĕнче ветслужба Чăваш Енрен турттаракан тата республикăна кÿрсе килекен апат-çимĕç пахалăхне тĕрĕслес тĕлĕшпе çителĕксĕртерех ĕçленине палăртнă.

Республика Пуçлăхĕ ветеринари станцийĕсемпе лабораторийĕсен пурлăх никĕсĕпе кăсăкланчĕ. Республикăн ветеринари лабораторийĕн çуртне 1967-1971 çулсенчех тунă. 2007 çулта ăна юсама пикеннĕ. Анчах укçа çитмен пирки ĕç путланнă. Юсав ирттерме кĕмĕл сахал мар хывмалла. Вăл çĕнĕ оборудовани туянма та чылай кирлĕ. Лаборатори ертÿлĕхĕ кирлинчен сахалрах тăкакланма тĕллев тытнă, хыснаран 35 млн тенкĕ уйăрасса шанать.

Çĕнĕ Шупашкарти ветлаборатори çурчĕ те кивĕ. Ăна çĕнĕ вырăна куçарас тĕллевпе Ольтикасси урамĕнче темиçе çул каяллах никĕс янă. Унтанпа строительство чарăннă. Хула хыснинчен нухрат уйăрмаççĕ. Ветспециалистсен юхăннă çуртрах ĕçлеме тивет.

Патăрьел, Канаш районĕсенчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцисемпе лабораторийĕсен çурчĕпе оборудованийĕ те паянхи кун ыйтнине тивĕçтермеççĕ. Патăрьелсен ветеринарсем çитмеççĕ. Ветеринарин вăтам специалисчĕсене иртнĕ ĕмĕрте Патăрьелте тата Вăрнарта хатĕрленĕ, çавăнпа кадрсем вĕрентсе хатĕрлес енĕпе çăмăлрах пулнă.

Геннадий Яковлев канашлура ветеринари ĕç-хĕлне 2013-2020 çулсенче вăйлатмалли ведомство программине сÿтсе явма сĕнчĕ. Ветслужбăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри - аграрисене ял хуçалăхĕнче туса илекен продукцие республика тулашĕнче тата чикĕ леш енче сутма пулăшасси. «Пахалăхлă апат-çимĕç хатĕрлесен тата вăл çынсене хăрушлăха кĕртсе ÿкермесен çеç тĕллеве пурнăçлăпăр», - терĕ вăл.

Кăçал служба ĕçченĕсен йышне пĕчĕклетме палăртнă. Чăн та, ку шухăша Патăрьелсемпе Муркашсем тÿрех хирĕçлерĕç. «Ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме халĕ те кадрсем çитмеççĕ, - терĕç. - Штата чакарсан ĕçлеме пушшех йывăрланĕ».

Юрий МИХАЙЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
07 мая 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter