Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин хаклӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем!

 

Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп! Ҫак уяв пирӗншӗн пуриншӗн те уйрӑмах ҫывӑх. Вӑл халӑх пӗрлӗхне, хӑюлӑхпа паттӑрлӑха тата Тӑван ҫӗр-шыва чунтан юратнине сӑнарлакан ҫутӑран та ҫутӑ символ пулса тӑрать. Фашистла Германие ҫӗнтерессине ҫывхартас ӗҫе миллионшар ҫын хӑй вӑйӗ ҫитнӗ таран тӳпе хывнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗр-шывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассишӗн пурнӑҫне панӑ.

Чӑваш Ен ҫыннисем Тӑван ҫӗр-шыва мӗн пур фронтра паттӑррӑн хӳтӗленӗ, тылра вӑйран кайса ӗҫленӗ – ачисемпе мӑнукӗсен пуласлӑхӗшӗн паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Пирӗн хӳхӗм ҫӗрӗн 208 пин ытла харсӑр ывӑлӗпе хӗрӗ фронта тухса кайнӑ. Ҫӗнтерӗве ҫӗнсе илме пӗрре те ҫӑмӑл пулман – ҫапӑҫу хирӗнчен пурте каялла таврӑнайман. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республики арканнӑ хуласемпе ялсене юсаса ҫӗклеме пӗтӗм ҫӗр-шывпа пӗрле хастаррӑн хутшӑннӑ. Пирӗн атте-анне, асатте-асанне, кукаҫи-кукамай килес ӑрусем телейлӗ пурӑнччӑр тесе экономикӑна кӗске вӑхӑтра ура ҫине тӑратнӑ.

Кашни ҫулах Майӑн 9-мӗшӗнче эпир ҫӗр-шывӑмӑршӑн питех те йывӑр килнӗ ҫулсене тивӗҫлипе тӳссе ирттернӗ тата пире ҫӗнтерӳ парнеленӗ паттӑрсене чыслатпӑр. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин хаклӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем! Паттӑрлӑхӑрпа хӑюлӑхӑршӑн пурсӑра та ҫӗре ҫити тайма пуҫ! Эсир – халӑхӑн тӗп хӑвачӗ!

Сире вӑрӑм ӗмӗрлӗ кун-ҫул, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, ырлӑхпа телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                             М.Игнатьев



08 мая 2013
07:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter