Çыхăну тата массăллă информацин электрон хатĕрĕсен отраслĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне палăртрĕç

Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче çыхăну тата массăллă информацин электрон хатĕрĕсен отраслĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне палăртрĕç. Халăхра ăна кĕскен Радио кунĕ теççĕ. Шăпах çак кун 1895 çулта вырăс ученăйĕ Александр Попов пĕрремĕш хут радиоçыхăну сеансне ирттернĕ. Ку праçнике пуçласа 1925 çулта палăртнă. 1945 çулта вăл официаллă майпа патшалăх уявĕ пулса тăнă. Ĕнер Наци библиотекинче радио тата пĕтĕм çыхăну отраслĕн ĕçченĕсене халалласа савăнăçлă пуху иртрĕ. Мероприятие килнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламне вуласа пачĕç. Вĕсене ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева саламларĕ. - Çыхăну технологийĕсем - пирĕн пурнăçăн уйрăлми пайĕ. Хăй вăхăтĕнче радио туса хуни технологи аталанăвĕн сферинче чăн-чăн çитĕнÿ пулнă. Ăна пирĕн çĕр-шыв çынни Александр Степанович Попов шухăшласа тупни пушшех те мăнаçлантарать, - терĕ Валентина Владимировна историе кĕскен аса илнĕ май. Вăл радио информаци уçлăхĕнче паян та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ. Çыхăну мелĕсем кунсерен аталанса, çак сферăн пулăшу ĕçĕсем анлăлансах пынине те пĕлтерчĕ. Министр отрасль ĕçченĕсене малашне те пысăк çитĕнÿсем тумашкăн ăнăçу сунчĕ. Асăннă тытăмра вăй хуракансемпе ветерансене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Игорь Кушев, «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанин директорĕ Елена Ижендеева, карас çыхăнăвĕн компанийĕсен ертÿçисем тата ыттисем саламларĕç. Çыхăну, телекоммуникацисемпе информатизаци сферине аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнисене - хĕрĕхе яхăн çынна - уявра патшалăх наградисемпе, ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕç.( Ирина Клементьева)



08 мая 2013
13:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter