Кинофестиваль йыхравлать

Улттăмĕш хут йышăнĕ Чăваш Ен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале. Маларахах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ: вăл Шупашкарта çу уйăхĕн 20-25-мĕшĕсенче иртĕ. Йĕркелÿçĕсем палăртнă тăрăх - кăçалхи ыттисенчен «сăпайлăхĕпе» уйрăлса тăрĕ.

Çак сăмахăн вăрттăнлăхĕ акă мĕнре: кинофестиваль йăлтăр-ялтăр «çăлтăрсемпе», хăйсене кăтартма, халăха калаçтарма килсе çитнисемпе, пуянах пулмĕ. Апла пулин те чи пĕлтерĕшли, тĕшши «пушă» юлмĕ, кинофестиваль шайĕ нимĕн чухлĕ те чакмĕ.

Кино ячĕпе ирттерекен кăçалхи уявăн президенчĕ малтанхи пекех - «Мосфильм» киноконцернăн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров кинорежиссер. Конкурса тăратнă 12 фильм программине те, жюри йышне те палăртнă. Фестивалĕн ятарлă парни - Анне статуэтки. Унсăр пуçне Республика Пуçлăхĕн парни те пулĕ. Ăна киноискусствăра гражданлăхпа патриотлăх темине уçса панă ĕçшĕн парĕç.

Конкурсра тăратнă фильмсемсĕр пуçне тата Александр Прошкинăн картинисемпе, «Вак халăхсен фильмĕсен» ятарлă сеансĕсемпе, «мультиксемпе» паллаштарĕç. «Фестивальсен фестивалĕ» те, Владимир Козлов кинокартинисен каçĕ те куравçăсене кăсăклантарасса шанатпăр.

Кинофестиваль кунĕсенче Раççей, Франци, Голланди, Инди, Грузи, Эстони тата ытти хутлăхри 30 яхăн режиссер, продюсер, актер, сценарист, кинокритик Чăваш Ене çитсе курĕç. Вĕсен шутĕнче - Дмитрий Астрахан, Александр Прошкин, Виктор Мережко, Анатолий Кот, Александр Пятков...

Н.СМИРНОВА.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
08 мая 2013
13:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter