Çемье династийĕсем - республика тĕрекĕ

Çирĕп те туслă, кун-çула пĕр ĕçпе çыхăнтарнă çемьесем яланах сумлă пулнă. Вĕсенчен чи маттурисене, пултаруллисене çурхи уявсем умĕн чысласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче çемье династийĕсен республикăри XI слечĕ иртрĕ. 35 йыш хутшăнчĕ унта: промышленноçран - 11, вĕренÿ тытăмĕнчен - 7, ял хуçалăхĕнчен - 10, сывлăх сыхлавĕнчен - 3, суту-илÿрен - 2, транспортпа культурăран - 1-шер династи.

Слета пухăннисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин саламларĕ. «Пурнăçра çемье пысăк пĕлтерĕшлĕ. Енчен те унăн çыннисене пĕр професси пĕрлештерет тĕк тата сумлăрах. Чăн та, хальхи вăхăтра çамрăксем тĕрлĕ специальноç суйлама пултараççĕ. Çапах та ĕç династийĕсем малашне те пуласса, вĕсене чаплă лару-тăрура çуллен чысласса çирĕп шанатăп», - терĕ Иван Борисович династисен пуçлăхĕсене республика правительстви ячĕпе Тав çырăвĕ тата хаклă парне панă май.

Патăрьел районĕнчи Евграфовсен-Тестовсен йăх тăсăмĕ вĕренÿ тытăмĕнче - 755 çул. Прасковья Никитична шкула тин ярса пуснă шăпăрлансене вулама-çырма 27 çул хăнăхтарнă. Халĕ унăн ĕçне çывăх тăванĕн хĕрĕ Любовь Станиславовна тăсать. Вăл Патăрьелти 1-мĕш шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентет. Аслашшĕ Семен Михайлович, ашшĕ Станислав Семенович педагогсем пулнă. Династире пĕтĕмпе - 23 çын.

Чăваш Енĕн чапĕ - çĕр çинче тарăн тымар янă маттурсем. Çав йышра Трак енре ят-сум çĕнсе илнĕ Куликовсем те пур. Вĕсен династийĕн стажĕ - 440 çул. Ăна пуçараканĕ Федор Григорьевич пулнă. 1936 çулхи çуркунне «Восток» колхоза илсе килнĕ пĕрремĕш «ХТЗ» трактора ăна шанса панă. Ялти ят-сумлă механизатор «хурçă ута» 40 çула яхăн тĕрĕс-тĕкел ĕçлеттернĕ. Тăватă ывăлĕ те - Иван, Яков, Николай, Григорий - пурнăçĕсене тăван хуçалăхпах çыхăнтарнă. Иван Федорович - социализм ĕçĕн ударникĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ тата III степень Ĕç Мухтавĕ орденсен кавалерĕ.

Халĕ династи пуçĕнче Федор Григорьевичăн мăнукĕ Петр Иванович, вăл - тракторист-бульдозерист. Сăмах май, аслашшĕн ĕçне 6 мăнукĕ, вĕсен 3 ачи малалла тăсаççĕ. Куликовсен династийĕнче - 17 çын.

Шăмăршă районĕнчи Леонтьевсен йăхĕ сывлăх сыхлавне 178 çул халалланă. Династие Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă Георгий Степанович пуçарнă. Фронтран таврăнсан вăл Барнаулта шăл тухтăрĕнче ĕçленĕ, каярахпа Ленинграда куçнă. Çывăх тăванĕн ывăлĕ Василий Андреевич тетĕшĕн тĕслĕхĕпе Пăвари медицина училищинчен вĕренсе тухнă, институтра аслă пĕлÿ илнĕ, Шăмăршă район больницинче фтизиаторта тăрăшнă. Мăшăрĕ Дарья Антоновна - медицина сестри, тăванĕн хĕрĕ Надежда Витальевна - нарколог. Сывлăх сыхлавĕнче халĕ Леонтьевсен виççĕмĕш ăрăвĕ - Дмитрий Васильевичпа Ольга Васильевна вăй хураççĕ: пĕри - Мускавра, тепри - тăван районта. Сăмах май, Ольга Полковниковăна ентешĕсем ăста сиплевçĕ пулнипе пĕрлех общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн та хисеплеççĕ, вăл - Шăмăршă ял тăрăхĕн депутачĕ.

Шупашкар хулин Мускав районĕнчи Павловсем - суту-илÿ çыннисем. Династин стажĕ 205 çула çывхарать. Ăна пуçараканĕ Михаил Семенович Павлов Чăвашпотребсоюзăн Шупашкарти базине 28 çул ертсе пынă. Вăл Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, «Çапăçури тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», «Кенигсберга илнĕшĕн» тата ытти медале тивĕçнĕ. Унăн çулне паян ывăлĕ, Чăвашпотребсоюз пуçлăхĕ Валерий Михайлович Павлов такăрлать. Çемье династийĕ 7 çынна пĕрлештерет, халăха паха таварпа куллен тивĕçтерессишĕн тăрăшать.

 Валентина СМИРНОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
08 мая 2013
13:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter