Икĕ енлĕ туртăм саккунĕпе

Япони пирĕнтен инçетре пек, анчах эпир пĕр-пĕрин патне туртăнни куç кĕрет. Пушшех - Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Япони премьер-министрĕпе Синдзо Абэпе курнăçнă хыççăн. Çак тĕл пулу Мускавра Раççейпе Японин «Анлăрах çыхăнса ĕçлемелли майсене шырасси» экономика форумĕнче пулнă. Çапла вара Япони технологийĕсем кĕçех пирĕн ял хуçалăхне килессе, Чăваш çĕрĕ çинче çав çĕр-шыв фермерĕсем ĕçлессе кĕтме пулать.

Форума Раççей регионĕсен темиçе ертÿçине кăна чĕннĕ. Çав шутра - Чăваш Ен Пуçлăхне. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - пирĕн республикăн Японипе алла-аллăн ĕçлемелли опыт пур, анчах ăна анлăлатмалла. «Эпир Япони çитĕнĕвĕсем çинчен пĕлетпĕр. Пирĕн çав çитĕнÿсемпе усă курмалли проектсем пур - ял хуçалăх производствипе те хула хуçалăхĕн управленийĕнче те, медицинăпа ытти сферăра та», - тенĕ вăл журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май.

Маларах Чăваш Ен ертÿçисем Японин Мускаври посольствинче пĕрре те пулман. Михаил Васильевича вара кĕске вăхăтрах унта икĕ хут йышăннă. Халĕ вăл посольствăра премьер-министрпа калаçнă май Япони инвестицийĕсемпе технологийĕсене Чăваш Ене илсе килессине сÿтсе явнă.

Калăпăр, пĕрле ĕçлемелли проектсенчен пĕри йăлари каяшсен Çĕнĕ Шупашкарта тăвакан полигонĕ пулма пултарать. Михаил Васильевич унăн строительстви, укçа çăл куçĕсем çинчен каласа панă, çав шутра - федераци бюджечĕ те. Пысăк ĕç пурнăçланă ĕнтĕ, халĕ çак проекта Япони технологийĕсемпе усă курса хута ямалли майсем уçăлаççĕ.

Синдзо Абэ господин пĕрлехи проектсене тишкерме хатĕррине палăртнă. Калаçăва вĕçленĕ май Япони премьерĕпе Михаил Игнатьев пĕр-пĕрне хăйсен визит карточкисене панă.

Палăртса хăвармалла: хайхи полигона тăвакан Çĕнĕ Шупашкар хăй вăхăтĕнче монохуласене пулăшмалли программăна кĕнĕ. Правительствăн çак программăна хăш хуласене кĕртессине татса паракан комиссийĕн председателĕ - пĕрремĕш вице-премьер Игорь Шувалов. Ăнах Раççейпе Японин суту-илÿпе экономика енĕпе ĕçлекен икĕ енлĕ комиссийĕн çумпредседательне çирĕплетнĕ. Урăхла каласан вăл Çĕнĕ Шупашкар ыйтăвĕсене лайăх пĕлет. Эппин, Чăваш Ен федераци шайĕнче пулăшасса шанма пултарать.

Республика Пуçлăхĕ Япони ертÿçисемпе йĕркеленĕ çыхăну Чăваш Ен предприятийĕсем валли анлă майсем уçать. Апла тăк пирĕн бизнесменсем валли çул уçă. Сăмах май, Чăваш Енпе Япони правительствисем экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илес, сывă апатлану йĕркелес тĕлĕшпе пĕрешкел политика тытса пыни паллă. Чăн та, яппунсем ку енĕпе ăнăçлăрах ĕçлеççĕ. Анчах çакă республикăн ĕçлемелĕх тĕллев пуррине кăна пĕлтерет.

 М.ЮРЬЕВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
08 мая 2013
13:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter