Уявсем, ачасен канăвĕ, фестивальсем

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чи малтанах Михаил Васильевич чăваш делегацийĕ Раççейпе Японин Мускавра иртнĕ официаллă мероприятийĕсене хутшăнни çинчен каласа панă. Сăмах май, экономика форумне, Япони посольствинче йĕркеленĕ йышăнăва Раççейĕн темиçе регионĕн представителĕсене кăна чĕннĕ.

Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова ачасен лагерĕсене сывлăха çирĕплетмелли çуллахи кампание мĕнле хатĕрленипе паллаштарнă. Кăçал канма тата ĕçлеме 111 пин ытла ачана явăçтарас тĕллевлĕ. Ку ĕçе йĕркелеме мĕн пур шайри бюджетсенчен 313 млн тенкĕ ытла уйăраççĕ - пĕлтĕрхинчен 80 млн тенкĕ ытларах. Тÿлевсĕр путевкăсемпе тивĕçтермелли ачасен категорийĕсене анлăлатнă. Пĕтĕмпе республика территорийĕнче хула тулашĕнчи 24 сывлăх лагерĕ ĕçлĕ, çемьесемпе ачасене социаллă пулăшу кÿрекен центрсен çумĕнче - 23, шкулсен çумĕнче - 399. Пуçласа 31 палатка лагерĕ пулать.

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх - ачасене лагерьсене ямалли путевкăсен 90% ашшĕ-амăшне сутнă та ĕнтĕ. Кĕçех Роспотребнадзор управленийĕ лагерьсене тĕрĕслеме пуçлать. Çак тытăм ертÿçи Надежда Луговская 4 лагерьти ĕç-пуç пăшăрхантарнине пĕлтернĕ - вĕсенче хатĕрленÿ ĕçне е вуçех те пуçламан, е кая юлса хатĕрленеççĕ. Вăл çавăн пекех лагерьсене апат-çимĕçпе тивĕçтересси пирки те сăмах пуçарнă: хамăр патра хатĕрлекен продукци ютран кÿрекеннинчен пахарах. "Раççей ВТОна кĕнĕ май чикĕ леш енчен пахалăхсăр продукци килме пултарать.

Хăш-пĕр предприниматель çакăнпа усă курса ачасен лагерĕсене пахалăхсăр апат-çимĕçпе тивĕçтересрен сыхланмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов полици сотрудникĕсем лагерьсене чĕнсен кăна каясси пирки асăрхаттарнă. Çавна май сывлăха çирĕплетмелли учрежденисен ертÿçисен хурал тытăмĕсемпе килĕшÿсем тумалла, лагерьсене видеосăнавпа, сыхлăхăн ытти хатĕрĕпе тивĕçтермелле.

Культура министрĕ Вадим Ефимов VI Шупашкар кинофестивальне хатĕрленни çинчен каласа панă. Вăл çу уйăхĕн 20-25-мĕшĕсенче иртет. Программа хатĕр, жюри йышне палăртнă. Фестиваль президенчĕн тивĕçне ку хутĕнче те «Мосфильм» киноконцерн гендиректорĕ Карен Шахназаров кинорежиссер пурнăçлĕ. Официаллă призсемсĕр пуçне ЧР Пуçлăхĕн ятарлă призне туса хунă - «Киноискусствăра гражданлăхпа патриотизм темине сăнарланăшăн».

Репертуар 12 фильмран тăрать. Вĕсен куравĕсемсĕр пуçне пресс-конференцисем, мастер-классем, «çавра сĕтелсем» иртĕç, киноискусствăн паллă çыннисемпе тĕл пулусем йĕркелеме пăхнă. Дмитрий Астрахан, Виктор Мережко, Анатолий Кот, Александр Прошкин, Александр Пятков - çак режиссерсемпе актерсем Шупашкара килессине çирĕплетнĕ те ĕнтĕ. Хăнасем Франципе Индирен, Голландипе Грузирен те килеççĕ.

Фестивале официаллă майпа çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче 18 сехетре «Çеçпĕл» кинотеатрта уçаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх акадами драма театрĕнче чыслама палăртнă. Уяв 15 сехетре пуçланать. Киносеанссемпе творчество тĕл пулăвĕсем тÿлевсĕр пулаççĕ. Михаил Игнатьев çак кинофестиваль Чăваш Енĕн ырă ятне сарма пулăшнине палăртнă.

Информполитика министрĕ Валентина Андреева çу уйăхĕн 1-5-мĕшĕсенче Атăл леш енчи «Росинка» центрта Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен МИХĕсемпе киностудийĕсен «Атăл çинчи тĕл пулусем-24» фестивалĕ иртни пирки пĕлтернĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, Молдовăпа Казахстанран, Украинăпа Беларуçран, Китайпа Палестинăран 300 ытла ачапа çамрăк килнĕ. Паллă журналистсемпе актерсем, телеертÿçĕсемпе режиссерсем, аслă шкулсен журналистика факультечĕсен преподавателĕсем мастер-классем, «çавра сĕтелсем» ирттернĕ. Фестивальте Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен экран пултарулăхĕн «Бумеранг» форумне тата Курăмлă искусство фестивальне /вĕсем кăçалхи çурла уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри ачасен «Орленок» центрĕнче иртеççĕ/ хутшăнакан чи лайăх видеоĕçсене палăртнă.

Канашлура çавăн пекех Çуркуннепе Ĕç тата Мăн кун уявĕсем мĕнле иртнине пĕтĕмлетнĕ. Общество йĕркине пăснă тĕслĕхсене палăртман. Çавна май Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансен культури ÿссе пыни çинчен каланă. Апла пулин те сыхлăха çухатма юрамасть: «Мĕн пур службăн хăйсен тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçламалла».

К.МИХАЙЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
08 мая 2013
13:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter