Акаççĕ, çĕр улми лартаççĕ

Районти хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсем пыраççĕ. Майăн 7-мĕшĕ тĕлне илсен, çурхи тĕш тырă культурисене 3770 гектар (51,1 процент) акнă. Çав шутран урпа 1985 гектар, çурхи тулă – 980, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 10 гектар. «Новый путь» хуçалăхра пурĕ 480 гектар, «Алмаз» обществăра – 380, Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра – 285, «Агрофирма «Рабия» обществăра – 275, «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче 205 гектар акнă. Çĕр улми лартма пуçланă. Ку ĕçе пурĕ 3 гектар пурнăçланă.

 



09 мая 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter