22 çӗнӗ автобуса республикăри шкулсене парса чысланă

 

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра республикăри шкулсене çĕнĕ 22 автобус уççисене парса чыс тунă. Вăл ачасене, вĕрентекенсене, савăнăçлă саманта пухăннă ытти çынна уявпа саламланă, Чăваш Республикинче амăшĕсене, ачалăха хӳтĕлес тĕллевлĕ патшалăх политики тытса пынине палăртнă. «Паян ку тĕлĕшпе нумай тăватпăр, çапах та влаç органĕсем, ашшĕ-амăшĕ, вĕренӳ учрежденийĕсен ертӳçисем ачасен хăтлăхĕшĕн, вĕсем шухăшлавне аталантарма, малашне вăйлă чăн-чăн çынсем пулма пултарччăр тесе тата ытларах тума тивĕçлĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Сăмах май, хальхи вăхăтра Чăваш Енре 325 шкул автобусĕ 1442 ялтан 14049 ачана вĕренĕве илсе çӳрет. Кăçал вĕсен паркĕ тата 44 автобуспа пуянланĕ. Уявра ачасемшĕн тăрăшнăшăн тав туса Элĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем сăмах каланă. Вĕсем Михаил Игнатьева технологи урокĕнче хăйсем çăмран ăсталанă картина парнеленĕ. Çак шкула Элĕк тата Вăрнар районĕсенчи 200 ытла вĕренекене виçĕ автобуспа илсе пыраççĕ. Хĕрлĕ лапамри уява республикăри ачасен пултарулăх коллективĕсем савăнăçлă концертпа хутшăннă. Унтан вĕренекенсем çĕнĕ шкул автобусĕсене ларса Шупашкар тăрăх курса çӳренĕ.Тĕплĕнрех



01 июня 2013
13:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter