Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М.В. Игнатьев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире ҫак ҫутӑ та паллӑ уявпа – Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кунпа пӗтӗм чунтан саламлатӑп. Ахӑртнех, ӑна ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче паллӑ туни те ахальтен мар-тӑр, вӑл хаваслӑ ҫу тата ачасем тахҫантанпах чӑтӑмсӑррӑн кӗтекен каникул кунӗсем пуҫланнине систерет.
Ача – ҫыннӑн чи хаклӑ пуянлӑхӗ. Пирӗн шанчӑкӑмӑр, шухӑшсемпе ӗмӗтсем ҫитӗнекен ӑрупа тачӑ ҫыхӑннӑ. Раҫҫейпе Чӑваш Ен пуласлӑхӗ те шӑпах унран килет.
Пирӗн республикӑра ача амӑшӗпе ачалӑх институтне ҫирӗплетесси патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Медицина пулӑшӑвӗн пахалӑх шайӗ ӳсет, ача ҫуратмалли ҫуртсене хальхи йышши хатӗр-хӗтӗрпе пуянлатнӑ, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан пурлӑх енчен пулӑшу памалли программӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ. 
Юлашки 20 ҫул хушшинче республикӑра пуҫласа ача сачӗсем тума тытӑннӑ тата 2015 ҫул тӗлне эпир шкулчченхи ача-пӑча учрежденийӗсенчи черет ыйтӑвне туллин татса пама палӑртатпӑр.
Йышӑннӑ мерӑсене пула Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ ӳсрӗ. 2012 ҫулта, юлашки ҫирӗм ҫул хушшинче каллех пуҫласа, республикӑра халӑх хӑй халлӗн ӳснине шута илнӗ.
Правительство ачасем ҫирӗп сывлӑхлӑ ӳсчӗр, паха пӗлӳ илччӗр, вӗсен спортпа туслашма, пултарулӑх енӗпе ӗҫлеме мӗн пур май пултӑр, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен йӗркеллӗ аталанччӑр тесе мӗн кирлине пурне те тума тӑрӑшать. Чӑваш Ен ачисем лайӑх ҫынсем пулса ҫитӗнессе, пурнӑҫра пысӑк ҫитӗнӳсем тума пултарасса, хамӑр ҫуралса ӳснӗ ҫӗре тата та илемлӗрех те пуянрах тӑвасса шанса тӑратӑп.
Республикӑра пурӑнакансене пурне те ҫирӗп сывлӑх, ырӑ шанӑҫ, харпӑр хӑйӗн вӑйне шанма, юрату, телей тата ырлӑх сунатӑп!


Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ                                                                                                     М.Игнатьев

 



01 июня 2013
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter