Ачасене патшалăх хÿтĕлет

Кашни çулах июнĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна паллă тăваççĕ. РФ Конституцийĕн 38 статйипе килĕшÿллĕн амăшлăх, ачалăх тата çемье патшалăх хÿттинче пулмалла. Çакна кура çул çитменнисен прависемпе ирĕкĕсене хÿтĕлесси, вĕсене преступлени çулĕ çине тăма хĕтĕртекенсенчен сыхласси, ачасене хирĕç тăвакан преступленисемпе кĕрешесси РФ Следстви комитечĕн чи приоритетлă ĕçĕсен шутне кĕреççĕ.

2012 çулта Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмне çул çитменнисене хирĕç преступлени туни çинчен 17 хутчен пĕлтернĕ. Вĕсенчен 10 тĕслĕхĕнче преступлени составĕ е пулăмĕ çуккине кура уголовлă ĕç пуçарман. РФ Уголовлă кодексĕн 109 статйин 1 пайĕпе — 3, 135 статйипе — 3, 159 статйин 3 пайĕпе 1 уголовлă ĕç пуçарнă.

Кăçал вара çул çитменнисене хирĕç преступлени туни çинчен 12 хутчен пĕлтернĕ. Вĕсенчен 10 тĕслĕхĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Çав шутра 6-шĕ — РФ Уголовлă кодексĕн 135 статйин 1 пайĕпе (аскăн ĕçсем тунăшăн), пĕри — 110 статйипе (çынна хăйне вĕлересси патне çитернĕшĕн), 2-шĕ — 109 статйипе (асăрхамасăр вилĕм кÿнĕшĕн), пĕри — 161 статйин 2 пайĕпе (çын пурлăхне уççăн çаратнăшăн).

Тĕслĕхрен, кăçалхи март уйăхĕнче Елчĕк районĕнче 17-ри çамрăк çакăнса вилнĕ. Çак фактпа уголовлă ĕç пуçарнă. Ку утăма вăл мĕнле сăлтавпа тунине следстви тĕпчет. Январьте вара пĕр медицина учрежденийĕнче 6 уйăхри ача вилнĕ. Следстви медицина ĕçченĕсен пепкене çăлас тесе тунă ĕçĕсене хаклать. Комсомольски районĕнчи пĕр ял тăрăхĕн депутачĕ вара 16 çула çитмен 5 ачана хирĕç аскăн ĕçсем тунă. Ку тĕслĕхсемпе те следстви малалла пырать.

Çавăн пекех РФ Следстви комитечĕн следователĕсем çул çитменнисем тăвакан йывăр тата уйрăмах йывăр уголовлă ĕçсемпе те тимлеççĕ. Кăçал акă Патăрьел районĕнче пурăнакан 15 çулти çамрăк çине укçа вăрланăшăн уголовлă ĕç пуçарнă.

Патшалăх ачалăха çыннăн пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ тапхăр тесе йышăнать, çавăнпа та ачасене лайăх аталанмалли мелсем туса парасси — унăн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри. Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун шăпах çакăн çинчен аса илтерет те ĕнтĕ.



01 июня 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter