Чăваш Енре - Пушкăртстан культурин кунĕсем

Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче Михаил Игнатьевпа Рустэм Хамитов Чăваш Енре иртекен Пушкăртстан культурин кунĕсене уçнă çĕре хутшăнчĕç. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса Мухтав монуменчĕ умне чечексем хучĕç. Çавăн пекех вĕсем “ЭКРА” ăслăлăх-производство предприятийĕнче, Чăваш наци музейĕнче пулчĕç.

Михаил Игнатьев уява пухăннисене саламланă май пĕлтĕр икĕ халăх хушшинчи туслăха çирĕплетсе килĕшÿ алă пуснине палăртрĕ. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Рустэм Хамитов “Кÿршĕ аякри тăванран паха” ваттисен сăмахне аса илчĕ. Константин Ивановпа Яков Ухсай икĕ халăх культурине вăйлă та мăнаçлă тăвассишĕн мĕн пур вăй-халне шеллемесĕр ĕçленине пĕлтерчĕ. Вăл малашне те çыхăнăва татмасса шантарчĕ.

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче “Пушкăрт Республикинчи хальхи ÿнер исскустви” курав уçăлчĕ. Унта кÿршĕ халăх ÿнерçисен 20 çулта тунă ĕçĕсем вырăн тупнă. Çитес номерте ку мероприяти пирки тĕплĕнрех çырса пĕлтерĕпĕр.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
01 июня 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter