Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăвăрт утассипе Раççейре мала тухассишĕн ирттерекен чемпионата уçнă çĕре хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăвăрт утассипе Раççейре мала тухассишĕн ирттерекен чемпионата уçнă çĕре хутшăннă. Палăртнă мероприятие Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ  Валентин Балахничев, çăмăл атлетика федерацийĕн хăвăрт утассипе Халăхсем хушшинчи Комитетăн председателĕ – хăвăрт утассипе Олимп чемпионĕ Маурицио Дамилано, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ – çăмăл атлетика федерацийĕн председателĕ Валерий Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ – тĕнче тата Олимп чемпионки, спортăн  тава тивĕçлĕ мастерĕ Елена Николаева тата нумай сумлă хăна хутшăннă. Михаил Игнатьев ăмăртусене хутшăнакансене саламланă май чăваш халăхĕ ячĕпе çăмăл атлетикăпа Пĕтĕм Раççейри федерацие тĕрлĕ шайри спорт ăмăртăвĕсене ирттерме шаннишĕн чĕререн тав тунă. «Çăмăл атлетика спортне кашниех хутшăнма пултарать.  Кашни çын хăйне вăй-хăват енчен çирĕп те вăйлă туяс тесессĕн, кашни çемье спортăн ку тĕсне явăçма  тивĕç. Яланах чăвашсен çĕрĕ çинче çăмăл атлетика пархатарлă пултăр!» - тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Спортра уйрăм çитĕнӳсем тунă тренерсемпе спортсменсене патшалăх наградисене парса чысланă. Чăваш Енре çамрăк спортсменсен ăрăвне малалла тăсас тесе сахал мар  ĕç йĕркелесе ирттереççĕ. Чăваш Республики яланах хăвăрт утассипе, çăмăл атлетика енĕпе те тĕнчен, Раççей Федерцийĕн спорт тĕп хулисенчен  пĕри шутланать», - тесе палăртнĕ Валентин Балахничев.  Вăл çакăн пекех хăвăрт утассипе Тĕнче Кубокне 2020, 2016, 2018 çулсенче Раççей Федерацийĕн  çăмăл атлетикăн ăмăртăвĕсене Чăваш Республикинче ирттерме инициативăпа тухасса шантарнă. Маурицио Дамилано хăйĕн сăмахĕнче çакăн пек пысăк çитĕнӳсем тунă спортсменсемпе пĕр ретре тăни уншăн пысăк хисеп  пулнине палăртнă. Михаил Игнатьев,   Валентин Балахничев тата Маурицио Дамилано хĕрарăмсем хушшинче 20 км чупса мала тухнă çĕнтерӳçĕсене наградăсем парса чысланă. Тĕплĕнрех



10 июня 2013
12:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter