Михаил Игнатьев Шупашкарта пурăнмалли çуртсене мĕнлерех тунипе паллашнă

Эрне кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта пурăнмалли çурт мĕнлерех тунипе паллашрĕ. Малтанах вăл хулан çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă "Университетский-2" микрорайонта пулчĕ. "ТУС" акционерсен хупă обществи хăпартнă нумай хваттерлĕ çурта кĕрсе курчĕ. Ăна кăçал хута ярасшăн, пĕрремĕшпе иккĕмĕш хутĕнче ача сачĕ уçасшăн. Юнашарах "ТУС" строителĕсем çĕкленĕ тата виçĕ çурт. Вĕсене туса пĕтернĕ ĕнтĕ. Чылай хваттере пурăнма кĕнĕ. Картишĕнче ача-пăча валли лаптăк уйăрнă. Тепĕр çуртра та ача сачĕ пулĕ. Ăна уçма хатĕрленеççĕ. "Микрорайонăн Заовражнăй Сали енчи лапамĕнче 300 пин тăваткал метр пурăнмалли вырăн тума май пур, - пĕлтерчĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, строительство компанийĕн ертÿçи Николай Угаслов. - Çак тĕллеве те пурнăçлама тытăнтăмăр. Авă экскаваторсем çурт никĕсне яма çĕр алтаççĕ". Республика ертÿçи Б.Хмельницкий урамĕнчи "Сад" микрорайонта пулчĕ. Кунта та строительство сарăлнă: нумай хутлă 10-15 çурт ÿссе ларнă. Пĕр пайне хуçисем пурăнма кĕнĕ, теприне хăтлăлатаççĕ. Тепĕр микрорайонта пулнă май М.Игнатьев Гайдар урамĕнче "Старко" фирма хăпартнă 20 хутлă пурăнмалли çурта хăçан туса пĕтерессипе кăсăкланчĕ. Строительство комплексĕнчи лару-тăрăва вырăна тухса тишкернĕ хыççăн Правительство çуртĕнче канашлу иртрĕ. Унта пурăнмалли çурт тăвакан организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Пĕлтĕр Чăваш Енре 812 пин тăваткал метр - 2011 çулхинчен сахалрах - пурăнмалли вырăн хута янă. "Кăçал строительсен хăйсен умĕнчи тĕллеве пурнăçламашкăн май çителĕклĕ, - терĕ Михаил Васильевич. - Кашни строительство организацийĕ тивĕçлĕ ĕçлессе шанатăп". Республикăн строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков 2013 çулта Чăваш Ен умĕнче тăракан тĕллевпе паллаштарчĕ. Пурĕ 864 пин тăваткал метр пурăнмалли вырăн - иртнĕ çулхинчен нумайрах - ĕçе кĕртмелле. Сахал тупăш илекен çемьесем валли тăвакан хваттерсен тÿпи 42 % пуласса шанаççĕ. Михаил Игнатьев кашни предприяти ертÿçине итлерĕ. Çивĕч ыйтусене тишкерчĕ. Вĕсене татса пама министерствăсемпе ведомствăсене хушрĕ.

 



10 июня 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter