XXVII Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиадăн çулăмĕ Шупашкарта чĕрĕлнĕ

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта  Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада пуçланнă ятпа чĕртнĕ çулăмăн уяв мероприятине хутшăннă. Пухăннисене пурне те Хусанта иртекен XXVII Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăн çулăмĕн эстафетине илнĕ ятпа чĕререн саламланă. «Кун йышши ăмăртусем кашни çынра чун хевти, чăтăмлăх, çирĕплĕх туйăмĕсем çуратма пулăшаççĕ. Хальхи тĕнчере,  Раççейре  XXI ĕмĕрте вăйлă этем çеç конкуренци тĕлĕшĕнчен палăрма пултарать», - тесе уйрăммăн асăннă республика Пуçлăхĕ. Вăл çавăн пекех республикăра пурăнакансем  Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕшĕн тата Чăваш Ен спортсменĕсемшĕн савăнса тăнине каланă. Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен Универсиадăн Тутар Республикинчен ятарлă представитель - Тутар Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Азат Хамаев - палăртнă спорт ăмăртăвĕсене Хусанта ирттерме  хатĕр пулни çинчен пĕлтернĕ. «Шупашкарпа Хусан хулисем пĕр-пĕринпе питĕ çывăх, çавăнпа та сире пурсăра та хапăл тусах кĕтсе илме кăмăл тăватпăр», - тенĕ Азат Хамаев. Асăнмалăх Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăн факелне Михаил Игнатьева тата Алина Ивановăна парса чысланă. Ятарлă поезд Пĕтĕм тĕнчери студентсен вăййисен символĕпе Шупашкара ирхине 7 сехет те 40 минутра килсе çитнĕ. Ăна тĕп урампа илсе килнĕ. Юлашки тапхăрпа çулăма Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Олимп вăййисене хутшăнаканĕ, тĕнчен чемпионки Алина Иванова илсе çитернĕ. Шупашкартан çулăма Чĕмпĕре ăсатнă. Эстафета кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Владивостокран пуçланнă, утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Хусанта вĕçленĕ. Эстафетăн пĕтĕмĕшле  тăршшĕ 104 пин километрпа танлашать. Унта пурĕ 127 çĕр-шывран  13,5 пин спортсмен хутшăнма кăмăл тунă. Тĕплĕнрех



11 июня 2013
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter