Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем! 

Раҫҫей кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Пире историйӗ нумай-нумай ӗмӗре тӑсӑлакан, сайра йышши куль­турипе тата ҫут ҫанталӑкӑн питех те пысӑк пуянлӑхӗпе палӑрса тӑракан, вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑхӗнче пурӑнакан йышлӑ халӑхӗсен йӑли-йӗркине типтерлӗн сыхласа упракан, тавралӑх енчен калама та ҫук илемлӗ аслӑ ҫӗр-шывра пурӑнма телей пӳрнӗ. 

Раҫҫее чунтан юратни тӗрлӗ наци йышӗнчи тата тӗрлӗ тӗне ӗнене­кен, социаллӑ тӗрлӗ ушкӑна кӗрекен тата политика тӗлӗшӗнчен расна шу­хӑш-кӑмӑллӑ ҫынсене пӗр тӗвве пӗрлештерет. Раҫҫей патшалӑхӗн ҫирӗплӗхне вӑйлатас ӗҫе тата унӑн кал-кал аталанӑвне хӑйӗн хастар ӗҫӗпе тата пултарулӑхӗпе витӗмлӗ тӳпе хывасси – кашни гражданинӑн тивӗҫӗ.

Тӑван ҫӗр-шывӑмӑр хӑйӗн мӗн пур ывӑлӗ-хӗрӗшӗн яланах ӑшӑ та хӑтлӑ кил, тӑнӑҫлӑхпа юрату, пӗр-пӗрне ӑнланни тата ҫураҫулӑх хуҫа­ла­накан кил пуласса шанса тӑратӑп.

Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре тата ҫемьере ӑнӑҫусем, пултарулӑхра ҫӗннине уҫма, пурнӑҫра пысӑк ҫитӗнӳсем тума, ҫӗнӗ Раҫҫейӗн ырӑ пу­ласлӑхне шанма сунатӑп!

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                         М.Игнатьев



11 июня 2013
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter