Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева ЧР ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ панă чухне ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăну тытăмĕнче ĕçлени çинчен каласа панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - 2013 çулхи I квартал пĕтĕмлетĕвĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче Чăваш Ен информаци обществин аталанăвĕн шайĕпе 2012 çултанпа тата икĕ йĕрке çÿлерех хăпарнă, 3-мĕш вырăн йышăннă. Ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăнăвăн инфратытăмĕн регион сыпăкне йĕркелеме республика бюджетĕнчен 20 млн тенкĕпе усă курнă. Чăваш Республикин патшалăхăн тата муниципалитетсен 96 пулăшу ĕçĕпе тивĕçтернĕ чухне ведомствăсен хушшинче информацие электрон йĕркепе пĕр-пĕрин патне яма пуçланă.

Ведомствăсен хушшинче çыхăну тытмалли тытăм Чăваш Республикинче туллин ĕçлесе кайтăр тесен влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсем тăрăх ыйтусене ведомствăсен хушшинчи электрон тытăмĕпе ямалла. ЧР Информаци политикин министерстви пĕрре кăна мар чĕнсе каланă пулин те влаç органĕсемпе муниципалитетсем çыхăну тытмалли йăлана кĕнĕ мелсемпе - курьер пулăшăвĕпе, электрон почтăпа, факспа - ытларах усă кураççĕ. Михаил Игнатьев влаç органĕсене тата муниципалитетсене ведомствăсен хушшинчи электрон мелĕпе çыхăну тытмалли тытăма анлăрах ĕçе кĕртме чĕнсе каланă. Республика Пуçлăхĕ аса илтернĕ тăрăх - РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 2018 çул тĕлне граждансене электрон мелĕпе панă пулăшу ĕçĕ пĕтĕмĕшле пулăшу ĕçĕн 70% танлашмалла. Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçе пурнăçлас дисциплини çинчен ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ Неонилла Никифорова пĕлтернĕ. Çулталăк пуçланнăранпа влаç органĕсенче ĕç тăвас енĕпе дисциплина 91% /пĕлтĕрхи çак тапхăрта - 85%/ танлашнă.

Çавăн пекех канашлура Мускав хулинче тата республика районĕсенче Акатуя, хăвăрт утас енĕпе Раççей чемпионатне тата ăмăртăвне /иртнĕ канмалли кунсенче Шупашкарта йĕркеленĕ/ пĕтĕмлетнине итленĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Александр Иванов палăртнă тăрăх - Акатуй 13 районта йĕркеллĕ иртнĕ, вĕсенче культура программи анлă пулнă. Мускавра çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнчи Акатуя И.Я.Яковлева халалланă. Уява Яковлевăн 7 тĕпкĕчĕ, 3-мĕш космонавтăн Андриян Николаевăн хĕрĕн Алена Терешковăн çемйи, уçă космоса тухнă пĕрремĕш космонавт Алексей Леонов, Дмитрий Шпаро полярник тата ыттисем хутшăннă. ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников пĕлтернĕ тăрăх - Раççейри хăвăрт утакансен чемпионатне тата мала тухмалли ăмăртăвне Раççейĕн 13 регионĕнчи, çавăн пекех Казахстанри, Беларуçри, Колумбири 157 спортсмен хутшăннă. Чăваш Ен спортсменĕсем 8 медаль - 1 ылтăн, 5 кĕмĕл тата 2 бронза - çĕнсе илнĕ. Командăсен хушшинче Чăваш Ен 2-мĕш вырăн йышăннă, малта - Мордва команди. Виççĕмĕш вырăнта - Челябинск облаçĕн команди.

Ăмăртусен вăхăтĕнче Чăваш Ене Пĕтĕм Раççейри Çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев тата хăвăрт утас енĕпе ИААФ Комитечĕн председателĕ, Олимп чемпионĕ Маурицио Дамилано ĕçлĕ визитпа килнĕ.

Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх тĕнчери ăмăртусене хутшăнма пĕрлехи командăна малтанлăха Светлана Васильевăпа Нина Охотниковăна, Клавдия Афанасьевăна, Вера Соколовăна, Марина Пандаковăна, Ирина Юмановăна кĕртнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ РФ Çăмăл атлетика федерацийĕ 2016, 2018 тата 2020 çулсенче хăвăрт утас енĕпе тĕнче Кубокне çĕнсе илмелли ăмăртусене Шупашкарта ирттерме пуçару туни çинчен пĕлтернĕ.

 



11 июня 2013
14:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter