Умра - çĕнĕ тĕллевсем

Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче пулнă.

Çул çÿреве М.Игнатьев Çĕнĕ Ахпÿртри Л.Красновăн хресчен-фермер хуçалăхĕн производство базине пăхнинчен пуçланă. Унта çитĕнтерекен тĕп культурăна - севок-сухана упрамалли условисемпе паллашнă. Людмила Краснова каланă тăрăх хуçалăхăн пĕтĕмĕшле территорийĕ - 25 гектар. 1 гектартан 100 центнера яхăн тухăç илнĕ. Продукцие тĕпрен илсен Раççейĕпех сутаççĕ, курттăммăн туянма килекенсем валли хресчен-фермер хуçалăхĕн территорийĕнче хăтлă хăна çурчĕ туса лартнă, унта пурăнма тивĕçлĕ условисем пур. Хуçалăхра 6 çын тăрăшать, вăхăтлăх ĕçе 150 çынна явăçтараççĕ.

Михаил Игнатьев çак хуçалăхра ĕç тухăçлăхĕ пысăк пулнине, севок-сухан çитĕнтернĕ çĕрте сахал тăкакпах лайăх тупăш илнине палăртнă.

Ун хыççăн республика Пуçлăхĕ Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулнă. Унта 70 вĕренекен пĕлÿ илет. Икĕ хутлă йывăç çурта 1950 çултах тунă, хальхи вăхăтра пушар служби асăрхаттарнипе шкулăн иккĕмĕш хутне хупнă. Шкул директорĕ Анастасия Бахматова палăртнă тăрăх - нумай вĕренекен аслă пĕлÿллĕ специалист дипломне илес тĕллевпе ялтан каять, чылайăшĕ аслă шкул хыççăн тăван тăрăха таврăнмасть. Çав вăхăтрах вĕсенчен нумайăшĕ хăйĕн специальноçĕпе ĕçлемест.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех Е.Мартышкинăн «Марка» хресчен-фермер хуçалăхĕн уйĕсене çитсе курнă. Унта 4,8 гектар çĕр çинчи ял хуçалăх культурисене шăварассине ĕçе кĕртнĕ. Евгений Мартышкин каланă тăрăх - хуçалăхăн çĕр лаптăкĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 98 гектарпа танлашать, унта çурхи тата кĕрхи тулăпа урпа, çĕр улми, выльăх кăшманĕ, кишĕр, севок-сухан, нумай тата пĕр çул ÿсекен курăксем çитĕнтереççĕ. Хуçалăх ертÿçи республика Пуçлăхне 1843 çулта кăларнă укçа панă, ăна вăл темиçе çул каялла çĕр сухаланă чухне тупнă. Авалхи укçа Чăваш наци музейĕн коллекцине пуянлатĕ.

Ун хыççăн Михаил Игнатьев çемйипе Шăнкăртам ял тăрăхне кайнă, унти Хĕвел уçланкинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патăрьел районĕнче пурăнакансене уй-хирти çурхи ĕçсем вĕçленнĕ ятпа саламланă.

Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов районта уй-хирти çурхи ĕçсене мĕнле ирттерни çинчен каласа кăтартнă, суха пуçĕпе çĕр уявне районта пурăнакансем кăна мар, пин-пин хăна пухăннине пĕлтернĕ.

«Акатуй-Сапантуй уявне паллă туса эсир пирĕн нумай нациллĕ халăхăн йăли йĕркине сума суни савăнтарать. Хресченсем, çĕр ĕçченĕсем уй-хирти ĕçсене ирттернĕ хыççăн пĕтĕмлетÿсем тунă, калчасене хакланă, малта пыракан опытпа паллашнă, ума çĕнĕ тĕллевсем лартнă», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

Уявра районти ял хуçалăхĕнче малта пыракан ĕçченсемпе предприятисене чысланă. Акă ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн «Исток» агрофирма» ООО трактористне Анатолий Яковлева «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят панă. «Труд» ЯХПК тракторист-машинисчĕ Александр Софронов республикăн агропромышленноç комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн ЧР Пуçлăхĕн Тав сăмахне тивĕçнĕ. Раççей тата Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствисен ятĕнчен те правительствăн сумлă наградисене панă.

Çав кунхинех Патăрьелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулти акăлчан чĕлхи учительне Татьяна Наумовăна федерацин «Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программине пурнăçласа çурт-йĕр тума /туянма/ 625,04 пин тенкĕлĕх социаллă тÿлевпе тивĕçтересси çинчен свидетельство панă. Раççей Ял хуçалăх министерствин тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин ведомствăсен «2012-2014 çулсенчи тапхăрта ĕçе пуçăнакан фермерсене пулăшасси» тĕллевлĕ программисене пурнăçласа хресчен-фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме тата аталантарма Леонид Кузнецов, Владимир Кутухов, Анатолий Лялькин, Михаил Портнов, Юрий Прохоров, Алексей Сахаров, Ранил Чемеров грантпа сертификатсем илнĕ.

Патăрьел çĕрĕ çинче лашасемпе ăмăртса чупни чи кăсăклă самант пулнă. Ăмăрту çĕнтерÿçине тĕп приз - тиха - панă. (И.Васильев)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
11 июня 2013
14:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter