Елчĕк районĕ: чăваш чĕлхипе литературине пĕтĕмлетсе 9 класс пĕтерсе тухакансем экзамен тытаççĕ

Çĕртме уйăхĕн 13- мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературине пĕтĕмлетсе 9 класс пĕтерсе тухакансем экзамен тытаççĕ. Аслă Пăла Тимешри тĕп шкултан кăçал  7 вĕренекен тухать. 9 çул хушши вĕренсе  пуçра çуралнă шухăшсене тĕрĕс çырма пултарасси вĕсемшĕн– тĕп вырăнта.

    Экзаменра панă тема хальхи вăхăтра уйрăмах çивĕч тăрать. Ялти ватăсен шăпи……

Ачисем вĕсем çинчен шутламанни, ваттисем вара епле те пулсан çурт ăшшине сÿнме парас мар тесе тăрăшни,  ватăсем пурнăçран уйрăлсан вĕсем  пурăннă çуртсем хупăна-хупăна пыни чĕрене ыраттарать. Çулсерен çакăн пек çуртсем ÿссех пыраççĕ.  Мĕн тумалла?  Епле пулăшмалла? Вĕсен ватлăхне мĕнле майпа кăштах та пулин савăнăç сĕмĕ кĕртмелле? Çуртсем ан хупăнччăр, ял çĕнелтĕр тесен кашнинех епле пулмалла?  Çакăн çинчен мĕн шутлаççĕ-ши 9 класс пĕтерекенсем?



13 июня 2013
14:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter