Чăваш Республикин Правительствин Председателĕ Иван Моторин Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ

Паян çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительствин Председателĕ Иван Моторин Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви Куславкка районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан центрпа пĕрле Куславккари ачасене тата çемьене пулăшу паракан центра пĕрлештерсе пĕр центр - Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр тума йышăнни çинчен пĕлтернĕ. Паянхи ларура министрсем ача пур граждансене патшалăх енчен пособи парса пулăшасси çинчен калакан саккуна кĕртнĕ хăш-пĕр улшăнусене пăхса тухнă. 2013 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа сусăр ачана усрава илнĕ çемьене уйăхсерен парса пулăшакан пособин виçине ӳстерме йышăннă.  Правительство Чăваш Республикинчи çул çитмен çамрăксене хӳтĕлессипе йышăннă саккуна кĕртнĕ улшăнусене пăхса тухса йышăннă. Чăваш Республикинчи патшалăх учрежденийĕсене оптимизацилес тĕллевпе Канашри транспортпа энергетика техникумне 2-мĕш номерлĕ  професси училищипе пĕрлештерме пăхса хăварни çинчен каланă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен «колледж» тата «техникум», «професси училищи» ятсем çухалĕç, вĕсем вырăнне «пуçламĕш тата вăтам професси пĕлĕвĕн программине пурнăçлакан профессиллĕ вĕрентӳ организацийĕ» ят пулĕ. Чăваш Республикинче чăвашла тухса тăракан «Хыпар» хаçатпа пĕрле «Хресчен сасси" (Атăл – Волга) тата «Тантăш» хаçатсене пĕрлештерме йышăннă. Кун пек йышăну туни, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Валентина Андреева пĕлтернĕ тăрăх, халăх ыйтнине туллин те тухăçлăн пурнăçлама май парать. Хаçат конкуренци тĕлĕшĕнчен те тивĕçтерме шантарать. Паянхи ларура 2013 çулта республика бюджетĕнчен паракан субсидие районсене уйăрса парассине пăхса тухнă. Ку тĕллевпе 25 млн. пăхса хăварнă. Районсенчи гидротехника сооруженийĕсене тĕпрен юсаса çĕнетме Вăрнар, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Етĕрне районĕсене уйăрнă çавăн пекех Чăваш Енри Çутçанталăк министерстви  Шăмăршă районĕнче хуçасăр тăракан икĕ гидротехника сооруженине тĕпрен ылмаштарма 11 млн. тенкĕлĕх аукцион ирттерме палăртнă. Çынсене сутакан газăн хакĕ çинчен калакан постановление те йышăнса хăварнă.



13 июня 2013
15:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter