Патăрьел районĕ: Хĕвелпи те савăнать, шашистсене саламлать!
Хăма тăрăх шурă тата хура тÿмесем куçаççĕ те куçаççĕ. "Ăçта? Мĕнле хăма? Мĕнле тÿмесем?"— тейĕç тÿрех шăхăрса илейменнисем.
Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕ çумĕнчи "Хĕвелпи" лагере канма çÿрекен хĕр ачасемпе арçын ачасем паян шашкăлла ăмăртаççĕ, турнир иртет иккен кунта.
Малтан отрядсенче пĕр-пĕринпе тупăшрĕç ачасем, чи ăстисене суйласа илчĕç. Кайран вара отрядсем хушшинче хĕрÿ ăмăрту иртрĕ. Пĕчĕк çамкасене пĕркелентерсех вылярĕç шашкăлла чăн-чăн ăстасем.. Пĕри те тепри парăнасшăн мар маттурсем. Вăйсем тан пулчĕç иккен. "Тавлашнин" усси çукрах. Çапах та "вирлĕ" кĕрешÿре паттăрсем пулмаллах ĕнтĕ. Унсăрăн епле? Мишина Ксения тата Кузнецов Никита чи ăста шашистсем тесе палăртрĕç ачасем.
Лагерĕн Хĕрлĕ кĕтесĕнчен Хĕвелпин чипер сăнĕ йăл кулса пăхать ачасем çине. Эппин Хĕвелпи те чунтанах савăнать, лагерь чемпионĕсене саламлать!