Елчĕк районĕ: шкулĕнче хĕрсе кайса ремонт ĕçĕсем пыраççĕ

ЧР Елчĕк районĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче хĕрсе кайса ремонт ĕçĕсем пыраççĕ. Часах 13-мĕш кабинетри ремонт ĕçĕсем те вĕçленсе пыраççĕ. Ку кабинет – чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн кабинечĕ. Ǎна ертсе пыраканĕ - чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова Елена Сергеевна. Кабинетри ремонт ĕçĕсене тума пулăшаканĕ – нимĕç чĕлхипе акăлчан предмечĕсене вĕрентекенĕ Самарина Валентина Васильевна. Вĕсен ырă пуçарăвне 7-мĕш класс ачисем те асăрхарĕç, учителĕсене пулăшрĕç: стена çинчи обойсене сирсе илчĕç, маччана шуратнă тата стенана сăрланă çĕртре хутшăнчĕç. Батарейсене, чÿречесене, алăка сăрланă хыççăн урайне сăрласси çеç тăрса юлчĕ. Кабинет çуталса илемленсех пырать.

 



14 июня 2013
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter