Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин «Сеспель» Шупашкарти предприяти» акционерсен хупă пĕрлешĕве çитсе килнĕ

Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин «Сеспель» Шупашкарти предприяти» акционерсен хупă пĕрлешĕве çитсе килнĕ, танк-контейнерсем кăларакан çĕнĕ производство цехне уçнă çĕре хутшăннă. Акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ - республикăра машинсем туса кăларакан ертӳçĕ предприяти, 100 яхăн тĕрлĕ йышши цистернăсем калăплать.  Вĕсен шутĕнче: çур прицепсем, цемент, битум, çунтармалли шĕвексем – бензин, нефть,  шыв, комбикорм, çăнăх, хими таварĕсене турттаракан тĕрлĕ йышши цистернăсем. Çаксем пĕтĕмпех  халăхсем хушшинчи пахалăх стандарчĕпе килĕшӳллĕн тĕрлĕ экономика секторĕнче – транспорт, строительство, ял хуçалăх, апат-çимĕç таврĕсене турттарма кирлĕ. Таварсене туса кăларнă çĕрте çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ. Кун йышши çĕнĕллĕх Раççейре пĕрре.  Сумлă хăна хатĕр таварсен складне кĕрсе пăхнă. Танк-контейнерсем кăларма хатĕрленекен çĕнĕрен пуçтарнă корпуспа паллашнă. Хыççăн Фанок çур прицеплă - цистернăсене сăрлакан çĕнĕ вырăн хута янă. Енчен те малтан çак палăртнă цистернăсене сăрлама 2 сехет кайнă пулсан, халĕ çак ĕçе çур сехетре пурнăçлаççĕ. Чăваш Ен Правительствин Председателĕ Иван Моторин «ЧП «Сеспель» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕпе Владимир Бакшаевпа çитес вăхăтра партнерсемпе ĕçлеме палăртнă стратегие пăхса тухса предприятийĕн малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрĕ çинчен калаçнă. Тĕплĕнрех

 



14 июня 2013
14:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter