Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев медицина ӗҫченӗсен кунӗ ячĕпе саламлани

Хисеплӗ медицина ӗҫченӗсем тата сывлӑх сыхлавӗн ветеранӗсем!

Професси уявӗ ячӗпе мӗн пур лайӑххине сунса пӗтӗм чунтан саламланине йышӑнсамӑр!

Хӑйсен шӑпине медицинӑпа ҫыхӑнтарнӑ ҫынсем халӑх хушшинче мӗн авалтан чысра тата хисепре шутланаҫҫӗ. Хӑвӑр пӗлӗвӗрпе ӑсталӑхӑра тата пысӑк яваплӑхӑра пула эсир ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑваратӑр, наци сывлӑхне упратӑр тата  ҫирӗплететӗр.

Чӑваш Республикинче сывлӑха сыхлас ӗҫе аталантарасси патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Больницӑсенче юсав тата реконструкци ӗҫӗсем иртеҫҫӗ, чирсенчен сиплес тата вӗсене асӑрхаттарас тӗлӗшпе малта пыракан технологисем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ, сиплев учрежденийӗсем хальхи йышши оборудованипе пуянланаҫҫӗ.

Чӑваш Ен Правительстви 2012–2020 ҫулсем валли «Сывлӑха сыхлас ӗҫе аталантарасси» патшалӑх программине йышӑннӑ. Ӑна пурнӑҫлама уйӑракан пӗтӗм укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ 94 миллиард тенкӗпе танлашать.

Медицина ӗҫченӗсен ӗҫ укҫине ӳстересси ҫирӗп тӗллевлӗн те шайлашуллӑн пурнӑҫланса пырать. Ял халӑхне паракан малтанхи медицина-санитари пулӑшӑвӗн пахалӑхне лайӑхлатма 2013-2015 ҫулсенче ял ҫӗрӗнче 100 модульлӗ фельдшерпа акушер пунктне уҫма палӑртнӑ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пуҫарӑвӗпе вӑй илнӗ «Земски тухтӑр» программа ҫамрӑк специалистсене яла ӗҫлеме кайма хавхалантармалли хушма сӑлтав шутланать. 2012 ҫулта асӑннӑ программа шайӗнче 1 миллион тенкелӗх сертификата 132 ҫамрӑк специалиста панӑ.

Ҫав илсе кӑтартнӑ ӗҫсен тӗллевӗ пӗртен-пӗрре – Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑха паракан медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне лайӑхлатасси тата унпа пурте усӑ курма пултарассине тивӗҫтересси. Пирӗн пӗрлехи ӗҫ уссине кӳрет те ӗнтӗ. Сӑмахран, оперативлӑ даннӑйсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен 2012 ҫулта кӑкӑр ачисем вилессин чи пӗчӗк кӑтартӑвӗпе (5,3 промилле) Раҫҫейри малти вунӑ регион шутне кӗнӗ, Раҫҫейӗпе ку кӑтарту шайӗ – 8,8 промилле. 2012 ҫулхи пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх, шыҫӑсене пула вилекенсен шучӗ 5,84 процент чухлӗ чакнӑ, ҫакӑ халӑха онкологи пулӑшӑвӗ паракан ҫӗнӗ тытӑмӑн витӗмлӗ ӗҫ кӑтартӑвӗ.

Унсӑр пуҫне, юлашки 20 ҫул хушшинче республикӑра пуҫласа халӑх хӑй халлӗн ӳснине шута илнӗ (1000 ҫын пуҫне +0,7), кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗ 70,6 ҫулпа танлашнӑ.

Республикӑри мӗн пур медицина ӗҫченӗпе сывлӑх сыхлавӗн ветеранне пархатарлӑ ӗҫӗршӗн, иксӗлми вӑй-халӑрпа хастарлахӑршӑн, чирлӗ ҫынсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн тав тӑватӑп. Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, ырӑ шанӑҫ, телей тата ырлӑх сунатӑп.

 Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ                                                                              М. Игнатьев

 



14 июня 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter