Шăмăршă районĕ: хисепе тивĕçлĕ

РАЙОНТИ тĕп больницăра пултаруллă тухтăрсемпе медицина сестрисем сахал мар. Кашни хăйĕн ĕçне пĕлсе, юратса тăвать. Вĕсенчен пĕри – Зинаида Николаевна Федорова врач акушер-гинеколог.

Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне тата интернатура пĕтернĕ хыççăн çамрăк тухтăр районти тĕп больницăра ĕçлеме пуçлать. Унтанпа 24 çул иртнĕ. Вĕсенчен 23 çулне тухтăр районти акушер-гинекологра вăй хурать. Зинаида Николаевна коллективра сăпайлăхпа, професси ăсталă- хĕпе палăрса тăрать. Ĕçре пуян опыт пухнă тухтăра тĕп больницăри хăш кабинетра кăна курма пулмасть-ши; Пĕрре пăхатăн, хирурги уйрăмĕнчи хĕрарăмсене сиплет вăл, тепре – хĕрарăмсен консультаци илекен кабинетра ĕçлет. Кунсăр пуçне ăна УЗИ кабинетĕнче те курма пулать.

Опытлă тухтăра районта пĕлмен çын та çук пуль. Ача çуратакан уйрăмра ĕçленĕ вăхăтра мĕн чуль хĕрарăма ача çураттарман-ши вăл!

Ĕçтешĕсем тухтăр пирки ырă сăмахсем çеç калаççĕ. Ĕçне тĕплĕ те тирпейлĕ пурнăçлать Зинаида Николаевна. Çĕрле вăратса ĕçе чĕнтерсен те тухса чупать, урамра тĕл пулса канашсем ыйтсан та пăрăнса утмасть.

Районти обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать Зинаида Николаевна. Районти хĕрарăмсен Канашĕн ларăвĕсем пĕрре те унсăр иртмеççĕ. Ял тăрăхĕсенче тата шкулсенче ирттерекен профилактика мероприятийĕсенчен те пăрăнса юлмасть. Унта вăл ачасемпе тата çемьесемпе тĕл пулса калаçусем ирттерет.

Чăннипех пултаруллă та ĕçчен хĕрарăм – Зинаида Николаевна. Мăшăрĕпе, Николай Петровичпа пĕрле 3 хĕрпе 2 ывăл çитĕнтереççĕ. Ачисем те пурте маттур. Ашшĕ-амăшне кил-çуртри ĕçсене тума пулăшсах тăраççĕ.

Зинаида Николаевна ĕçри çитĕ- нÿсемшĕн нумай Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Кăçалхи уявра ăна Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Хисем грамотипе наградăланă.

Зинаида Николаевнăна медицина ĕçченĕн кунĕпе саламласа малашнехи пурнăçĕнче ăнăçу тата сывлăх сунатпăр. (А.ЛАРШНИКОВА)



17 июня 2013
11:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter