"Победа" сахал яваплă юлташлăхра: 300 тонна утă хатĕрленĕ

"Победа" сахал яваплă юлташлăхра выльăх апатне кашни çул ытлăн-çитлĕн хатĕрлесе хăвараççĕ. Ĕне выльăха хĕл кунĕсенче тăрантарма ял хуçалăх предприятийĕнче иртнĕ çул 800 тонна утă хывса хăварма пултарнă.

- Çанталăк условийĕсене пăхмасăр нумай çул ỹсекен курăк кăçал та пирĕн уй-хирте тухăçлă çитĕнчĕ. Ăна пĕрремĕш хут 150 гектар çинчен çулнинчен 300 тонна утă пухса кĕртме пултартăмăр, - тет сахал яваплă юлташлăх директорĕ Николай Головин. Яваплă ĕçе пурнăçлама Сергей Елисеев, Валерий Николаев, Владимир Козлов, Николай Смирнов, Николай Логинов, Лев Портнов механизаторсем хастар хутшăннă.

Сахал яваплă юлташлăх дирекцийĕ механизаторсене, ытти яваплă ĕçсенче тимлекенсене хавхалантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Ферма валли утă хатĕрлессине вĕçленĕ хыççăнах ăна çынсене те валеçсе пачĕç. Кăçалхи пек выльăх апачĕ сахал чухне уйрăмах, йышлă выльăх-чĕрлĕх усракан ял çынни утă тупма пулнишĕн савăнмаллипех савăнать.

Ял хуçалăх предприятийĕнче паян сенаж валли курăк вырма та тухнă. Ăна 240 гектар çинчен çулмалла.



17 июня 2013
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter