Елчĕк районĕ: асăнмалăх, савăнмалăх

Ачасемшĕн хĕрÿ тапхăр хыçа юлчĕ. Кашни экзаменах вĕсемшĕн чăн-чăн тĕрĕслев пулчĕ. 9 çул вĕренни сая каймарĕ – ачасем пур экзамена та ăнăçлă тытрĕç. Ку, паллах, чи малтанах шкулта ĕçлекен учительсемпе çыхăннă. Вĕсем те хăйсен вĕренекенĕсемпе пĕрлех кулянчĕç, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнчĕç.

     Шел, сывпуллашу кунĕ çывхарнăçемĕн çывхарса пырать. Ачасем шкултан уйрăлаççĕ. Шкул вĕсене яланах асра тытĕ. Ачасем те хăйсен тăван шкулне нихăçан та манмĕç. Пĕтĕм ырă аса илÿсем те шкулпа çыхăнĕç вĕсен.

  Ачасен ашшĕ-амăшĕсем çине тăнипе  шкула асăнмалăх жалюзи  парнелерĕç. «Пирĕн парне асăнмалăх та савăнмалăх пултăр»,- терĕç кăçал 9 класс вĕренсе тухакансем. Шкул администрацийĕ вĕсен парнине хăйсем  вĕреннĕ класа вырнаçтарма йышăнчĕ. Хаклă парнешĕн пысăк тав сăмахĕ каларĕ.



17 июня 2013
10:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter