2012 çулта инвестицие явăçтарассипе активлă ĕçлекен муниципалитетсем Шупашкар хулипе Хĕрлĕ Чутай районĕ

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Пурăнмалли микрорайонсене комплекслă тăвассине пурнăçлакан организацисенчен налук илнĕ чухне пулакан тавлашуллă ыйтусене пăхса тухнă. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илӳ министрĕ Алексей Табаков Чăваш Енĕн муниципалитет районĕсен, хула округĕсен 2012 çулхи инвестици активлăхĕн рейтингне пĕтĕмлетнипе паллаштарнă. Муниципалитетсен рейтингне çулталăкне 1 хут - тĕп 16 тата хушма 4 кăтартупа ирттереççĕ. Инвестици активлăхĕн рейтингне ирттернине пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин муниципалитет районĕсен, хула округĕсен администрацийĕсене, призлă вырăнсем йышăннисене, укçан премисем парса хавхалантараççĕ. 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе районĕсен хушшинче - Красноармейски районĕ (975,468 пин тенкĕ) пĕрремĕш вырăна тухнă, иккĕмĕш вырăнта - Шупашкар районĕ (525,252 пин тенкĕ), хуласем хушшинче - Шупашкар (1000,48 пин тенкĕ) пĕрремĕш вырăн йышăннă. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Пĕрле эпир - Раççей» фестивалĕн регионсен хушшинчи тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕ çинчен пĕлтернĕ. Фестивале федерацин Атăлçи тата Урал округĕсенчи 18 регионти - пултарулăх коллективĕсем, пĕтĕмпе 1200 çын хутшăннă. Фестивалĕн жюри членĕсем Чăваш Енри пултарулăх коллективĕсен илемлĕх тĕлĕшĕнчи пысăк шайне палăртнă, уйрăммăн илсен, «Сувар» ансамбле тата академи халăх хорне I степень Дипломсемпе наградăланă. Вĕсем фестивалĕн Кремльте иртекен гала-концертне хутшăнĕç. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - республикăра халăх йышлăн хутшăнакан çакнашкал мероприятисем ирттерни потребительсен рынокне аталантарма пулăшать. ЧР Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертӳçи Вениамин Петров çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕмĕрлери 16 хваттерлĕ йывăç çуртра тухнă пушар пирки пĕлтернĕ. Сăлтавĕ - табак ӳсĕрле туртни. Вут-çулăмра хулара пурăннă 25 çулти арçын вилнĕ. Çуртра пурăнакансене эвакуациленĕ. 8 хваттерте пурăннă 12 çын пурлăхне çухатнă. «Çынсене инкекре хăвармăпăр, ЧР Министрсен Кабинетне тивĕçлĕ хушусем панă», - тенĕ Михаил Игнатьев. Лару вăхăтĕнче çавăн пекех Шупашкар хулинче тата республикăра Çимĕкре çынсене транспортпа илсе çӳрессине йĕркелес ыйтăва сӳтсе явнă. Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Александр Иванов муниципалитет районĕсенче тата хула округĕсенче Çимĕке паллă тăвассипе çыхăннă мероприятисем çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнченех пуçланнине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра масарсене тата вĕсен çывăхĕнчи территорисене тирпейлеççĕ. Сăмаха май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кун пек ĕçсене вăхăтран вăхăта çеç мар çулталăкĕпе пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарнă.

 



17 июня 2013
15:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter