Ултав серепине лексен

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пая кĕрсе хваттерлĕ пулмашкăн строительствăна хутшăннă çемьесен правине тухăçлă хÿтĕлеме йĕркеленĕ ушкăн ларăвне ирттерчĕ. Вĕсем валли пурăнмалли çуртсем хута ярас тĕллевпе кăларнă тивĕçлĕ йышăнусене вăхăтра пурнăçламаллине палăртрĕ.

Шупашкарти Чернышевский урамĕнчи 6 тата 6/1-мĕш çуртсене туса пĕтернĕ ĕнтĕ. Вĕсен докуменчĕсене çывăх вăхăтра тĕп хула администрацийĕнче пăхса тухса çирĕплетеççĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти Кăнтăр урамĕнчи 3-мĕш çурт тăррине витнĕ, хваттерсене газ пăрăхĕ кĕртнĕ. Сантехника ĕçне, электричествăпа тивĕçтерессине вĕçлесе пыраççĕ. Çак кунсенче çурт таврашне хăтлăлатма укçа уйăрас ыйтăва пăхса тухасшăн. Администраци пуçлăхĕ Александр Сироткин объекта хута ярас тĕлĕшпе графикран 3-4 эрне юлса пынине пытармарĕ. Çапах та кăçалхи виççĕмĕш кварталта туса пĕтерме шантарчĕ.

Шупашкарти Тухăç урамĕнче пая кĕрсе хваттер тутарма хутшăннă 12 çемьене шăнман пăр çине лартса хăварнă. Юрать-ха Министрсен Кабинечĕ кунти çурта та туса пĕтерме строительсенчен çирĕп ыйтать. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче ĕçе малалла тăснă. Ăна икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Çĕре савăл çапса, тимĕр-бетонран сарса никĕс тунă, çурт путвалне хатĕрлесе çитернĕ, кран вырнаçтарнă. Объекта кăçалхи раштав уйăхĕнче вĕçлесшĕн.

Тĕп хулари Элкер урамĕнче пайçăсен икĕ çурта пурăнма кĕмелле. Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче 53 тата 54-мĕш çуртсен лаптăкĕнче строительство-монтаж ĕçне малалла тăснă. Халĕ ăна графикра палăртнинчен маларах та пурнăçласа пыраççĕ. Çурт кăшкарне кирпĕчрен хăпартнă, чÿречисене вырнаçтарнă, хваттерсене электричество кĕртнĕ. Çурта сивĕ тата ăшă шывпа тивĕçтерес, газ кĕртес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Ултав серепине лекнĕ 117 пайçă ыйтăвне çулталăк вĕçĕнче татса парасшăн.

Тĕп хулари Ю.Фучик урамĕнчи 30-мĕш çурта 2007 çултах тума пуçланă. Анчах пайçăсем строительсем шантарнă вăхăтра пурăнма кĕреймен. Вĕсем мĕн пур ĕçĕн 60 процентне кăна пурнăçланă. Шупашкар администрацийĕ йĕркеленипе иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче объекта çĕнĕ хуçана сутнă. Кăçалхи пуш уйăхĕнче пайçăсен пĕрлехи пухăвĕ иртнĕ. Çапла вара çитес çул кунта та пурăнма кĕресси пирки иккĕленмеççĕ.

Паянхи кун тĕлне инкеке лекнисен икĕ объекчĕ кăна йывăрлăхра. Пĕрремĕшĕ - 9-мĕш Пилĕк çуллăх проспектĕнче. Иртнĕ уйăхра ăна «Высота» общество пĕрлехи харпăрлăха илнĕ. Кĕркунне çурта хута яма тĕллев лартакан строительство организацине харпăрлăха парĕç. Вара ĕçе вĕçне çитереççех.

Иккĕмĕш объект - Трактор тăвакансен проспектĕнче. Ăна çĕнĕ хуçана кăçалхи авăн уйăхĕнче сутĕç, çакăн хыççăн подрядчика палăртĕç.

Юрий СЕРГЕЕВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
17 июня 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter