Пысăк чыса тивĕçнĕ

Чăваш Енре пурăнакансем тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе мухтава тивĕçлĕ пулаççĕ. Вĕсем хушшинче Тăвай район çыннисем те пур.

Акă, социаллă сферăри ĕçченсен профессиллĕ уявне паллă тунă кунсенче Тушкилти ватăсемпе инвалидсен уйрăмĕн заведующине Татьяна Николаевна Алексеевана “Чăваш Республикинчи социаллă пулăшăвăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панине пĕлтĕмĕр. Вăл ваттисен çуртне уçнăранпах ĕçлет кунта. Аслă ăру çыннисемпе пĕр чĕлхе тупнă. Ял-йыш та сума сăвать ырă кăмăл-туйăмлă хĕрарăма.

А.НИКИТИНА.



18 июня 2013
08:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter