Элĕк районĕ: ялсенче туйсем кĕрлеççĕ

Элĕк район администрацийĕн ЗАГС пайĕ кăрлач-çу уйăхсенче 74 пепке çуралнине регистрациленĕ. 2012 çулхи çак тапхăрта 92 ачана регистрациленĕ. Çуралнисенчен 33 арçын ачапа 41 хĕрача. 157 çын çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Вилнисенчен 84-шĕ арçын, 73-шĕ хĕрарăм пулнă.

2013 çулхи пилĕк уйăхра 27 мăшăрланăва (2012-24) регистрациленĕ. 13 çемье арканнă. Суд йышăнăвĕпе 11 мăшăра уйăрнă. Ытларах чухне 25-39 çулсенчисен çемйисем арканаççĕ. Районти ЗАГС пайĕ ят уйăрнине палăртса 4 акт çырнă. Граждансене тепрер хут 150 свидетельство панă, тĕрлĕ организацисемпе право хуралĕн ĕçченĕсем ыйтнипе 540 справкăпа копи тăратнă



18 июня 2013
11:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter