Шкул пахчинче ĕç вĕрет

 Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем çуллахи каникул вăхăтĕнче те шкулаллах утаççĕ. Мĕн ĕç пур шкулта? И-и-и! Ĕçĕ — мăй таран! Шкул пахчинче кирек кам валли те ĕç тупăнать.

Улттăмăш класс волонтёрĕсем хăйсемпе пĕрле паян витресемпе лейкăсем илсе килчĕç, авă. Шкул умĕнчех кÿлĕ те пур. Акнă-лартнă пахча çимĕçĕсене шăварас пулать. Çумăрсăр шăрăх çанталăкра волонтёрсен пулăшăвĕ кирлех çав шкул пахчинче.Ÿркенсе тăмаççĕ ачасем, пахча çимĕçĕсене кăна  мар, шкул умĕнчи чечексене те  ир те , каç та шăварсах тăраççĕ.



18 июня 2013
11:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter